Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тираж виçĕ пинрен иртрĕ

03 марта 2012 г.

Çапла, кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа «Пирĕн сăмах» («Наше слово») хаçатăн пĕтĕмĕшле тиражĕ 3024 экземпляра çитрĕ. Тÿрех калатпăр, кун пекки пĕр 15-20 çул каялла кăна пулнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçата 2977 çемье çырăннă пулсан, çак уйăхра илсе тăма ăна тата тепĕр аллăна яхăн хушăннă. Йыш хушăнни вăл яланах ырă пулăм шутланать. Эпир те, хаçатçăсем, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕнхи çакăн пек ырă хыпаршăн чĕререн савăнатпăр, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансене район хыпарçине ытларах та ытларах кăмăлланишĕн тав тăватпăр.

Паллах, кирек мĕнле кăларăм тиражĕ те хăй тĕллĕн ÿсмест. Вулакан ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме çăмăл мар халĕ. «Пирĕн сăмах» («Наше слово») хаçата вулакансем хушшинче ытларах хĕрарăмсем пулнине шута илсе, эпир вĕсене çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, малашне те пирĕнпех пулма чĕнсе калатпăр. Çавăн пекех районти çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекен специалистсемпе почтальонсене халăх хушшинче район хыпарçине анлăн сарма пулăшнишĕн уяв ячĕпе саламласа тав сăмахĕ калатпăр.

С. ИВАНОВА

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика