Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туризм сферинче – чи лайăххисем

25 февраля 2012 г.

Сĕнтĕрвăрри республикăра туризм центрĕсенчен пĕри пулса тăмалла. Çак девиза асра тытса юлашки çулсенче районта туризм сфери вăй илнине палăртмасăр тăма çук. Çĕнĕ сферăна уçма, унта ĕçлеме хăнăхма çăмăл мар, çавах та кĕске тапхăр хушшинче пухнă опытăн «çимĕçĕ» ÿссех, «тутлăлансах» пырать темелле. Çитĕнĕвĕсем те çук мар. Тĕслĕхрен, республика шайĕнче çулсерен «Туриндустри лидерĕ» ятпа ирттерекен конкурсра пирĕн район вăл е ку номинацире тăтăшах палăрать. Кăçал та çаплах пулнă.

Иртнĕ çулхи туризм аталанăвне хаклакан конкурс итогĕсене нумаях пулмасть Çĕрпÿре иртнĕ ятарлă Канашĕн (вăл Чăваш Республикинче туризма аталантарассипе ĕçлет) ларăвĕнче пĕтĕмлетнĕ. Çĕрпÿри паллă вырăнсенче пулнă тата республикăра 2011-2016 çулсенче туризма аталантарма йышăннă тĕллевлĕ программăн пирвайхи тапхăрĕн итогĕсене сÿтсе явнă хыççăн шăпах çĕнтерÿçĕсене чысласа хавхалантарнă. Палăртмалла, ку мероприяти ĕçне пирĕн район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ О. Залогин, туризм енĕпе ĕçлекен Н. Емельянова специалист, çавăн пекех краеведени музейĕн директорĕ Л. Мизгирева тата Нарат Чаккинчи хăна çурчĕн кил хуçийĕсем, Людмилăпа Валерий Даньковсем, хутшăннă.

Тĕрлĕ номинацисенче палăртнă туризма аталантарассипе ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене. Вĕсен йышне пирĕн районтисем те лекнĕ.

«Сĕнтĕрвăрри районĕн краеведени музейĕ» МБУК директорĕ Л. Мизгирева «Чăваш Республикинчи чи лайăх экскурсовод» номинацире çĕнтерсе Хисеп дипломĕпе ятарлă статуэткăна тивĕçнĕ. «Республикăри чи лайăх вырнаçтару вырăнĕ» ята Нарат Чаккинчи тахçанах чыс-сум çĕнсе илнĕ Даньковсен çуртне (вăл «Сире кĕтекен çурт» е «Дом, где Вас ждут» ятпа паллă) панă. Чăн та ĕнтĕ, çак хăна çуртне туристсем çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен çитсе курма, хăйсене тарават йышăннипе тĕлĕнме ĕлкĕрчĕç. Даньковсен тĕслĕхĕ тăрăшсан, ĕçшĕн чунпа çунсан, кăмăл-шухăша фантазипе пуянлатсан пурнăçа тата та илемлĕрех тума май пулнине çулсеренех ĕнентерет.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика