Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă шыва кĕнине уявларĕç

20 января 2012 г.

Иртнĕ кĕçнерникун пĕтĕм православи халăхĕ Турă шыва кĕнине уявларĕ. Чиркÿсенче каçхи тата ирхи службăсене халăх самай пухăнчĕ. Кунта вĕсем чылай чиртен сыватма пултаракан çветтить тунă шыва килĕсене илсе кайма пултарчĕç. Кăнтăрла тĕлне Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнчен тĕне ĕненекенсем турăшсемпе тата хĕрессемпе Атăл хĕрринелле çул тытрĕç. Халăхпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеевпа унăн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ К. Федорова та пулчĕç. Атăл хĕрринчи малтанах касса хатĕрленĕ вакри шыва Сергий атте ятарлă кĕлĕ вуласа çветтить турĕ. Унтан чи харсăррисем шыва кĕчĕç. Коллективпа кĕрекенсем те çак икĕ кун хушшинче сахал мар пулчĕç. Яланхиллех хăйсен активлăхĕпе ведомство тулашĕнчи хурал ĕçченĕсем уйрăлса тăчĕç. Çапла вара пĕтĕмĕшле шыва кĕрекенсем кăнтăрла тĕлне 600 çынна яхăн пулчĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика