Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем паллă

20 января 2012 г.

«Пирĕн сăмах» район хаçачĕн редакцийĕ çулталăкра икĕ хутчен – çырăнтару тапхăрĕ пынă вăхăтра, районти çыхăну уйрăмĕсен коллективĕсем тата уйрăм почтальонсем хушшинче ятарлă конкурс ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ – «Пирĕн сăмах» тата «Наше слово» хаçатсене Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче пурăнакансем хушшинче анлăрах сарасси. Асăннă конкурс çĕнтерÿçисене вара район хыпарçин редакцийĕ дипломсемпе парнесем парса хавхалантарать.

Акă, кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли райхаçата ытларах çырăнтарас енĕпе ирттернĕ конкурс итогĕсем паллă ĕнтĕ. Асăннă ăмăртура Хуракасси çыхăну уйрăмĕн коллективĕ (ертÿçи Е. Андреева) пĕрремĕш вырăна тухнă. Кунти ял тăрăхĕнче кăçал район хаçатне 221 экземпляр валеçеççĕ. Вĕсенчен 119 экземплярне çак коллективра тăрăшакан Ольга Николаевна Хлебнова çырăнтарнă. Вăл вара районти почтальонсен конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Çак кунсенче район хаçачĕн тĕп редакторĕ С. Кулигина асăннă коллективра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, тăрăшуллă почта ĕçченĕсене дипломсем парса хавхалантарнă, асăнмалăх парнесем панă, малашнехи ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă.

Иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче Октябрьски, Сĕнтĕрпуç, Аксарин, Урхас Кушкă, Шĕнерпуç, Карапаш, Шуршăл çыхăну уйрăмĕсен коллективĕсем район хаçатне ытларах çырăнтарас енĕпе тăрăшса ĕçленине те палăртма кăмăллă. Вĕсенче «Пирĕн сăмах» тата «Наше слово» хаçатсене çĕр экземпляртан та ытларах çырăнтарнă. Октябрьскисем – 206, сĕнтĕрпуçсем – 151, урхаскушкăсем 155 экземпляр çырăнтарнă. Аксарин тăрăхĕнче те кăмăлласа вулаççĕ район хаçатне. Кунта чылай çул хушши вăй хуракан Тамара Григорьевна Казакова почтальонка хăех 118 экземпляр çырăнтарнă. Сăмах май каласан, иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче вăл конкурс çĕнтерÿçи пулнăччĕ, кăçал, ав, иккĕмĕш вырăнта. Редакци ăна та Хисеп грамоти парса хавхалантарма йышăнчĕ.

Октябрьски çыхăну уйрăмĕнче нумай çул хушши ырми-канми тăрăшса ĕçлекен Луиза Николаевна Смирнова та пĕрре кăна мар пирĕн конкурс çĕнтерÿçи пулнă. Ку хутĕнче те вăл район хыпарçине ытларах çырăнтарас тĕлĕшпе хăйсен коллективĕнче мала тухнă. Сĕнтĕрпуçĕнчи Альбина Петровна Мочалова почтальонка пирки сахал мар ырă сăмах каламалла, вăл та çак хаçата 50 экземпляртан ытла çырăнтарнă.

Эпир районти мĕнпур çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекен почтальонсене пире çырăнтару кампанийĕнче çакăн пек пулăшса панăшăн тав сăмахĕ калатпăр, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр, çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатпăр.

.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика