Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ĕç тунă

21 января 2012 г.

Урхас Кушкă хутлăх администрацийĕ кашни çул пĕрер ялти çула юсаса çĕнетме тăрăшать. Иртнĕ çулталăкра, акă, ку тĕлĕшпе Йĕшĕмкассине «çавăрса илнĕ». Кунти территорире ял урамне 450 метр тăршшĕ вак чул сарса типтерленĕ. Пурăнакан çынсен шучĕ ялта 50 çын ытларах кăна. Çак таранччен вĕсем çулсăрлăха пула пайтах нушаланнă. Халĕ хăйсем те, канмалли кунсенче хуларан яла автотранспортпа килекен ачи-пăчисемпе мăнукĕсем те кăмăллă.

Кунсăр пуçне ялта вырăнти халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçсем те сахал мар пурнăçланă. Тĕслĕхрен, Йĕрĕхçырмипе Йĕшĕмкассине çыхăнтаракан каççа юсанă. Хăй вăхăтĕнче икĕ ял хушшинчи тарăн çырма урлă хывнă кĕпер тăршшĕ пĕчĕкех мар. 65 метр тăршшĕллĕ, карлăклă, картлашкаллă каççа çĕнетме строительство материалĕсемпе хутлăх администрацийĕ тивĕçтернĕ.

Ĕçмелли шыв проблеми те мантарман вырăнти влаçа. Ялти виçĕ çăла тĕпрен юсанă, тепĕр çăла çĕнĕрен йĕркеленĕ.

Сахал-и вара тĕрлĕ ĕç-пуçа тытăннă чухне татса памалли ыйтусем, хутсемпе документсене хатĕрлемеллисем.Çапла, чылай ыйтупа эпир хутлăх администрацине васкатпăр.

Урхас Кушкă ял хутлăх администрацийĕнче вара чăннипех те икĕ вашават та ырă кăмăллă, опытлă специалист – Ирина Павловна Алексеева тата Вера Анатольевна Шорникова вăй хураççĕ. Хăйсен ĕçĕсене пĕлсе, тĕплĕ тата вăхăтра туса пынипе вĕсен халăхпа ĕçленĕ чухне те проблемăсемпе кăлтăксем сиксе тухмаççĕ.

В. Шорникова ял халăхĕшĕн 26 çул тăрăшса вăй хурать. Ун патне çĕр ыйтăвĕсемсĕр пуçне тата ытти чылай ыйтăва татса памалла чухне васкаççĕ. Çамрăк çемьесемпе те вăл активлă ĕçлесе пырать. И. Алексеева ку системăра 10 çула яхăн çеç ĕçлет пулин те, ĕçтешĕ пекех вăр-вар та çаврăнăçуллă. Пур документацие те тĕп-тĕрĕс те вăхăтра йĕркелесе пырать. Ял халăхĕ мĕнпур паракан ыйтăва та специалистсем кирлĕ шайра тата тĕплĕ хуравлама, ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Çавăнпа та администраци ĕçченĕсене ял халăхĕ ырăпа кăна асăнать.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика