Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллă почтальон

21 января 2012 г.

Кунсерен килĕрен-киле çÿресе почтальон хаçат-журнал салатать, халăха çырупа е корреспонденципе тивĕçтерет. Чылай чухне почта сферинче хĕрарăмсем вăй хунине курма тÿр килет. Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан Василий Витальевич Плотников вара, нимĕнле ĕçрен те хăраманскер, хăйсен ялĕнче 10 çул ытла почта валеçет. Ырă кăмăллă почтальона ял халăхĕ те хисеплет. Ваттисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет В. Плотников. Тивĕçлĕ канурисем ыйтнипе вĕсене вăл почтăра сутакан тип çупа, чейпе, кĕпе çумалли порошокпа, супăньпе тата кунсерен кирлĕ ытти таварпа тивĕçтерет. «Эпир хамăрăн Василий Витальевичпа питĕ кăмăллă. Пире, ватăсене, магазина çитсе килме те йывăр, вăл вара хăйпе пĕрле вăл е ку тавар çук пулсан, тепĕр кунне те пулин туянтарса хăварать.Тавах ăна», – теççĕ ялта пурăнакан çынсем.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика