Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă пулсан

21 января 2012 г.

Хутлăх территорийĕнче предпринимательство ĕçĕпе тăрăшакансем те пур. Кунашкал çынсем пулни, вĕсен предприятийĕсем ăнăçлă ĕçлени хутлăха самай усă парать, бюджет енчĕкне пуянлатма та, халăха кирлĕ ĕçре пулăшма та.

Хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ С. Григорьев асăннă тăрăх, Владимир Хлебников предпринимателĕн (вăл район Пухăвĕн депутачĕ те) пулăшăвĕ яланах вырăнлă та вăхăтлă. Пĕлтĕр вăл вырăнти хутлăх уйăрнă укçа-тенкĕпе Мĕшĕлпе Каранъял хушшинчи кĕпере çĕнĕ пурнăç панă тесен те ытлашши пулмĕ. Хăйĕн строительство материалĕсемпе тата предприятийĕнче тăрăшакан рабочисен вăйĕпе нумай çул канăçсăрлантарнă проблемăна татса пама пулăшнă.

Урхас Кушкăри вунсакăр хваттерлĕ икĕ çурт йĕри-тавра тытса çавăрнă решеткеллĕ картасем, Кĕслеялĕнчи çĕнĕ уй хапхи тата ытти те – пархатарлă та пулăшуллă ĕçсен шутĕнче. Çавăн пекех кăçалхи хĕл В. Хлебников хутлăх территорийĕнчи 13 ял урамĕсене юртан тасатса, хырса тăрать. 36,2 çухрăмлă çулсене хĕллехи тапхăрта типтерлесе тăма вырăнти администраци шăпах унпа килĕшÿ тунă.

Н. Шемарин предприниматель те строительство материалĕсемпе кирлĕ чухне яланах тивĕçтерет. Иртнĕ çул, акă, вăл пĕр Йĕрĕхçырми ялĕнчех виçĕ уй хапхи лартнă. Çак ялтах виçĕ шыв будкине юсанă. Пĕлтĕр лартса хăварнă çамрăк йывăç хунавĕсене выльăхсем ватасран тавралла картасем тытса çавăрнă тата ытти те.

Ял хутлăхĕн уйрăм депутачĕсем активлă пулни те ĕçе вырăнтан тапратма тата ăна пахалăхлăрах пурнăçлама пулăшать. Йĕшĕмкасси ялĕнче туса ирттернĕ ĕçсенче Галина Андрееван тÿпи пĕчĕк мар. Шăпах вăл халăха «вăратса» пĕрлехи ĕçе илсе тухнă, активистсенчен пĕри пулнă. Йĕрĕхçырмари Ираида Николаева йывăçсем ларттарас, уй хапхисемпе картасем юсаттарас енĕпе маттур. Мĕшĕлте Александр Терентьев шыв пăрăхĕсен системине йĕркелесе, тĕрĕслесе тăрать. Этнескерпе Кĕслеялта Людмила Попова хастар. Темиçе хут калаттармасть, хушнине çийĕнчех пурнăçлать. Ĕç тума мĕн те пулин кирлĕ пулсан администрацине хăех пырса каять, ÿркенмест.

Çакнашкал пуçаруллă та пултаруллă, ăнланулăх тупма тăрăшакан çынсем çине таянса ĕçленипе кăна малалла кайма пулать хальхи пурнăçра.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика