Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуян опытлă сиплевçĕсем

21 января 2012 г.

Урхас Кушкă ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче çутă та хăтлă. Унран та пахи вара – кунта вăй хуракансем хăйсен пациенчĕсемпе ырă кăмăллă та çепĕç пулни. Асăннă учрежденире пĕтĕмĕшле практика врачĕсем иккĕн тăрăшаççĕ.

Опытлă та пысăк стажлă Эльвира Феофановна Федорова Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче пурăнакан 1662 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Кулленхи ĕçре ăна А. Иванова тата С. Антонова медицина сестрисем пулăшса пыраççĕ. Хуракасси хутлăхĕнчи ял халăхĕ вара чир-чĕр çаклансан Тамара Михайловна Серебрянникова врач патне çул тытать. 1502 çынран тăракан участокра унăн шанчăклă пулăшуçисем – Т. Яковлевăпа Г. Краснова медсестрасем. Палăртмалла, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне кирлĕ шайра тăваççĕ, пур профилактика прививкисене те вăхăтра тума ăнтăлаççĕ. Килĕсенчен тухса çÿреймен ватăсем, инвалидсемпе чирлĕ выртакансем патне медицина ĕçченĕсем килĕрен çÿреççĕ, вĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, канашсемпе тĕрлĕ сĕнÿсем параççĕ. Офис водителĕ Петр Силович Лукин яланах çула тухма хатĕр.

Шăл ыратсан та çÿлерех асăннă икĕ хутлăх халăхĕн каллех врач офисне çул тытма тивет. Шăл сиплекен Татьяна Геннадьевна Мариева врачпа М. Князьбеева медицина сестри вĕсене ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Каласа хăвармалла, офисри аптекăна та халăх чылай çÿрет. Кунта мĕнпур эмелсем çук пулсан та, чи кирлисене туянма пулать. С. Солина аптекарь те эмел туянакансемпе яланах тарават.

Медицинăра ĕçлекенсемшĕн чирлисене эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа сиплеме пĕлни те паха ен шутланать. Урхас Кушкă ялĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче шăпах та çавăн пек специалистсем вăй хураççĕ те. Кунсăр пуçне вĕсем пурте хăйсен пуян опычĕпе уйрăлса тăраççĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика