Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх тата пĕлсе ĕçлени вăл – çитĕнÿ

21 января 2012 г.

Район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче яваплă ертÿçĕсемпе канашлу ирттернĕ хыççăн информушкăнсем хулари тата ялсенчи ĕç коллективĕсене çул тытрĕç.

Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Яковлев, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи В. Васильев, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Л. Степанов, «Восток» СХПК директорĕ О. Титов Малти Чиперуй, Пуснаркасси тата Чăрăшкасси ялĕсенче пулчĕç. Клуб, фельдшерпа акушер пункчĕ тата магазин асăннă ялсенче пурăнакансемпе иртнĕ тĕлпулусен вырăнĕсем пулчĕç. Паянхи пурнăçа анлăн тишкерсе районта, республикăра кĕске вăхăтра тунă çитĕнÿсемпе информаторсем ял халăхне тĕплĕн паллаштарчĕç. Ял çыннишĕн мĕн паха. Паллах, вырăнта ĕç пулни, ялхуçалăх чипер аталанни, тăван тăрăхшăн мухтанма пултарни. Çапла пултăр тесе район администрацийĕ юлашки тапхăрта, тĕрĕсрех, çулталăк хушшинче питех те курăмлă ĕçсем турĕ. Çитĕнÿсем, пысăк результатсем хăйсене вăрах кĕттермерĕç. Кун пек чухне аталану «пăрĕ» тапранчĕ тесе калани вырăнлă. Районти ялхуçалăх сферине илсессĕн, калăпăр, малтанхи çулсенче тырпула пĕтĕмĕшле 7 пин тоннăран ытла пуçтарса курман. Пĕлтĕр районĕпе мĕнпурĕ 17пин тонна яхăн пуçтарса илнĕ. Ял хуçалăхĕнче усă курман çĕрсен лаптăкĕ самай пĕчĕкленнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ районта вăй илсе пынине уçăмлăн ĕнентерекен тĕслĕхсем те çук мар. Иртнĕ çул ку отрасльпе çыхăннă виçĕ инвестици проектне ĕçлеттерсе яма пултарнă. Фермăсем реконструкци витĕр çĕнелсе ăратлă выльăхсемпе тулаççĕ. Çапла тума патшалăх та çăмăллăхсем парать. Çакнашкал майсем малтан та пулнă, анчах район вĕсемпе усă курма вăй çитереймен. Пĕлтĕр кăна районти аграри секторĕ тавăрса памалла мар патшалăх пулăшăвне 30 миллион тенкĕ ытла илнĕ. Палăртмалла, граждансене килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита илекенсен шучĕ те районта пĕлтĕр, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, самай ÿснĕ.

Кăçалтан вара «Тин кăна ĕç пуçлакан фермер» ятпа çĕнĕ программа вăй илме тытăнчĕ. Ку енĕпе те патшалăх пысăк пулăшу парать, пĕр миллион тенкĕ ытла укçа, вăрах сроклăха тăсăлакан çăмăллăхлă кредит тата ытти те. Çак программăна кĕме пирĕн районтан халлĕхе 6 заявка тăратнă.

Фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ, апла пулсан, ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Миграци службин представителĕ палăртнă тăрăх, çапла майпа ĕçсĕррисен шучĕ те чакать. Пĕлтĕр унашкаллисен шучĕ 20 пин ытла пулнă пулсан, çĕнĕ çул тĕлне 13 пин кăна юлнă. Пирĕн республика территорийĕнче ĕçлесе пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсен йышĕ те сахалланать. Иртнĕ çул вĕсем 1275 çын пулнă пулсан, кăçал 475 çын çеç илме палăртнă. Аграри сферинчи ертÿçĕсем ют çĕршыв çыннисене ĕçлеттерес тĕлĕшпе миграци службине ирĕк ыйтма пыни те пулкалать пулин те хамăр çĕршыври çынсенех ĕçе явăçтарассине тĕп вырăна хума тăрăшать патшалăх. Миграци темине Сĕнтĕрвăрри районĕпе çыхăнтарас пулсан, ют çĕршыв çыннисем Шуршăл ял хутлăх территорийĕнчи ялхуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ (официаллă саккуна пăхăнса).

Информаци кунĕн темисем, ял халăхĕ хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе проблемăсем Сĕнтĕрпуç хутлăх пуçлăхĕпе вырăнти аграри хуçалăхĕн ертÿçине те калаçтарчĕç.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика