Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнă çул-йĕрпе – малалла

21 января 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕччен (вăл пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулать) уйăх ытларах çеç юлчĕ. Тÿрех пăлăртар, ку суйлавран Тăван çĕршывăмăр хăш çулпа аталанасси тÿрремĕнех килет. Суйлава хутшăнакан кашни çыннăн хăйĕн яваплăхне туйса илмелле. Кунта сăмах кашни уйрăм гражданин шăпи çинчен пырать теме пулать. Суйлавра тунă йăнăш пурне те хакла ларма пултарать. Çакна пирĕн суйлав бюллетенĕнчи кандидатсен хушамачĕсем тĕлĕнче паллă лартас умĕн питĕ асра тытмалла.

Халĕ Раççей Президенчĕн пуканне йышăнас текенсем тем те шантараççĕ, ĕç укçине капашсăр ÿстерме те, пурне те ĕçпе тивĕçтерме те тата ытти те. Анчах та кĕсел çыранлă сĕтпе тулнă юханшыв пулма пултарайманнине эпир пурте ăнланатпăр. Çапах та темшĕн тепĕр чух юмах çаптаракансем хыççăн каятпăр. Пирĕн вара çăтмах пурнăç шантаракансене мар, хăйсен ĕçĕпе палăракансене, халăхшăн чăннипех тăрăшакансене итлемелле, вĕсене малалла ăнтăлма кирлĕ пек условисем туса памалла.Хамăрăн та çак лава, вĕсемпе пĕрле кÿлĕнсе, тар юхиччен туртмалла. Патша та, герой та пире, хамăр тăрăшмасан, ырă пурнăç туса параймĕ.

Раççей патшалăхне ертсе пыракан ушкăн (команда) вуникĕ çул хушшинче чăннипех те халăхшăн тăрăшнине, унăн нушине мала хунине кăтартса пачĕ. Паллах, 90-мĕш çулсенче экономика енчен юхăнса кайнă çĕршыва тепĕр хут çĕклеме çăмăл мар. Анчах та ку тĕллев тĕрĕс-тĕкел пурнăçланса пынине эпир хамăр куçпа куратпăр. Апла пулсан, ку ушкăна пирĕн кансĕрлемелле мар, суйлав урлă малашне те ăнăçлă ĕçлемелли майсем туса памалла. Ытарлă каласан, тĕрĕс курспа пыракан кимĕн капитанне çурма çулта улăштарни питĕ пысăк йăнăш пулĕ. Тепĕр капитан çил-тăвăллă вырăна илсе тухма, кимме çавăрса ÿкерме те пултарать. Ун пек чух сывă юлма та май килмĕ. Ку вара кама кирлĕ.

Çак шухăша палăртрĕ те Раççей Перекет банкĕн вырăнти хушма офисĕн,техника инвентаризаци бюровĕн ĕçченĕсемпе тата Мари патшалăх университечĕн филиалĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулнă чухне информаторсен пĕр ушкăнне ертсе пыракан Шупашкартан килнĕ хăна – врачсен ăсталăхне ÿстерекен институтăн проректорĕ Ю. Викторов. «Пурнăç пĕчĕккĕн хăйĕн шайне ларса пырать. Пире революци, çил-тăвăл кирлĕ мар. Пурнăç малалла лăпкăн, тĕллевлĕн аталанса пынине ним те çитмĕ, - палăртрĕ вăл. – Суйлава каяс умĕн çакна шутра тытăр».

Район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ О. Залогин, информкун йĕркинче тăракан тепĕр ыйтăва тĕпе хурса, районта çулталăк хушшинче пулса иртнĕ ырă улшăнусем çинчен каласа кăтартрĕ. Ю. Моисеев «тилхепене» алла илнĕренпе, чăнах та, пăр тапранчĕ теме юрать. Социаллă пурнăçăн тата культура сферисенче, промышленнăçра тата ял хуçалăхĕсенче витĕмлĕ çитĕнÿсем пурри куçкĕрет. Пурăнмалли çуртсем те, спорт сооруженийĕсем те кĕске хушăрах çĕкленсе ларчĕç. Вырăнти влаçăн тĕллевĕсем те пысăк. Кăçал хулара çĕнĕ стадион тата автовокзал тума пуçлĕç. «Шурă чулсем» сывлăха çирĕплетекен лагерь, реконструкци витĕр тухса, «Чăваш Артекĕ» пулса тăрĕ. Пĕрремĕш номерлĕ гимназире вĕренекен ачасем тепĕр вĕренÿ çулне çĕнĕрен туса лартнă хушма çуртра кĕтсе илĕç. Ял хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра темиçе çĕнĕ инвестици проекчĕ пурнăçланса пырать. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине пысăк витĕм кÿрĕç. Пушă выртакан çĕрсем те юлмĕç.

Пуçтарăннă халăх умĕнче ытти информаторсем те - хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Е. Александров тата район Пухăвĕн депутачĕ В. Петров – тухса калаçрĕç, пуçтарăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика