Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул уявĕ умĕн – пысăк парне

24 декабря 2011 г.

«Эпир паян пурнăç уявне лекрĕмĕр», – теме пултараççĕ иртнĕ кĕçнерникун хулари физкультурăпа спорт комплексĕ çывăхне пуçтарăннă граждансем. Асăннă кунхине кунта конькипе ярăнма пăрлантарнă катока е, урăхларах каласан, хоккей коробкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çулталăк календарĕнче тĕрлĕ йышши уявсем, чăн та, пайтах, анчах сывлăха çирĕплетме май параканнисене кăна тĕп вырăна хурса пурнăç уявĕсем теме пулать. Телей тени е, тĕрĕсрех палăртсан, сывлăхлă пулас тени – яланхи хусканура, çутçанталăк ытамĕнче пулса ун саккунĕпе килĕшсе пурăннинче. Çак эрнере сĕнтĕрвăррисем Çĕнĕ çул уявĕ умĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ парне – пăрлантарса хатĕрленĕ ятарлă каток илнине шута хурсассăн, телейлисен йышĕ тата та ÿсмелле.

Тепĕр палăртуллă пулăма та манас çук. Тип çĕр çинче каток хăй тĕллĕн «çуралмасть». Нумай тăрăшмалла, вăй хумалла, укçа-тенкине хывмалла çапла пултăр тесен. Вырăнти бюджетсем финанспа тулăх чух ку енчен проблема çук. Шел те, яланах çапла пулмасть, анчах та район ертÿçисем вăр-вар, çаврăнăçуллă та пултаруллă пулсан, халăх калашле, урлă выртана тăрăх çавăрса хурасси ним те мар. Вĕсем тăрăшса пархатарлă ĕçе спонсорсене явăçтарни май панă та çак савăнăçлă событие çывхартма. Спонсорсен йышне уйрăм предпринимательсем те, çак шутра район тулашĕнчисем те, вырăнти предприятисем те лекнĕ.

Сĕнтĕрвăрри халăхĕпе хĕллехи çĕнĕ спорт объектне савăнăçлă лару-тăрура уçма хăнасем те килсе çитнĕ. Вĕсем сăмах иличчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев каток пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Юнашарах – чаплă йышши физкультурăпа спорт комплексĕ. Ун çумĕнче каток йĕркелени пит вырăнлă, усăллă, кирлĕ. Ку ĕçе пĕр миллион тенке яхăн тăкаклани укçана çилпе вĕçтерни мар, çамрăк тата аслă ăрури халăхăн сывлăхне хывни. Кунран пахи вара нимĕн те пулас çук. Юрий Федорович çак пархатарлă ĕçе хутшăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн грамотисемпе чысларĕ. Çапла, çакнашкал хисепе Д. Чепурной предприниматель, А. Строганов ( «Марпосадкабель» ЗАО) тата А.Никаноров («Смак-Агро» ООО) тивĕçрĕç. Район администрацийĕн Хисеп хучĕсене «Посад» ООО ертÿçи А. Афанасьев, спорт энтузиасчĕсем В. Большаков, С. Востров тивĕç пулчĕç.

Уява килсе çитнĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Олимп вăййисен чемпионки Е. Николаева та район çыннисене сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕшĕн тав туса чи пултаруллă спонсорсене Спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Ку йышра А. Афанасьев («Посад» ООО), Е. Добров («Добрострой» ООО) тата ыттисем те пулчĕç.

Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ ытти хăнасем, сăмахран, шайбăллă хоккейла выляссипе ĕçлекен спорт шкулĕн директорĕ сĕнтĕрвăррисене саламласа пулас хоккеистсен команди валли ятарлă тум комплектне парнелерĕ. Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи те парнесĕр килмен. Хулари çамрăк фигуристсем халăха пăр çинчи илемлĕ ташăпа чылайччен савăнтарчĕç. Витĕр касакан сивĕ çил конькипе илемлĕ ярăнассипе профессионал пулма ĕмĕтленекенсене те, вĕсем хыççăн конькипе пăр çине тухнă вырăнти ача-пăчана та, аслисене те (ку йышра уйрăм ертÿçĕсене те, тĕслĕхрен, «Чувашавтодор» АОн Сĕнтĕрвăрринчи участокĕн директорне Л. Метелевăна та, ыттисене те) пач та хăратмарĕ.

Мероприяти çакăнпах вĕçленмерĕ. Унăн иккĕмĕш пайĕ катокпа юнашарти физкультурăпа спорт комплексĕн çуртне куçрĕ. Октябрьски райповĕн Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр завочĕн пысăк пахалăхлă продукцине фуршет вăхăтĕнче астивсе хакланă хыççăн ятарласа волейболла выляма хатĕрленсе килнĕ командăсем вăйă залне пуçтарăнчĕç. Унччен маларах районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Вĕсем те каток йĕркелес ĕçе хăйсен тÿпине хывнă. Çак йышра М. Виноградов («Рассвет» ООО), В. Ермолаев («Сентреш» агрофирма), А. Никаноров («Нам ЭКО»), О. Титов («Восток» СХПК), Ю. Алексеев («Звезда» СХПК), А .Федоров( хресченпе фермер хуçалăхĕ) пулчĕç. Волейбол вăййинче районти аграрниксем те хăйсен командине (пĕтĕмĕшле результатсем тăрăх вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ) тăратнă. Кунсăр пуçне районтан полици сотрудникĕсем, предпринимательсем, вĕрентÿ сферинчи ĕçченсем тата район администрацийĕ (пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ) командăсем йĕркеленĕ. Шупашкарсем те хăйсен командипе пирĕн волейболистсемпе тупăшнă.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика