Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ пурăнатпăр

19 декабря 2011 г.

Шкул пурнăçĕ нумай енлĕ те интереслĕ. Урхас Кушкă вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем вĕренÿрен пушаннă хыççăн тĕрлĕрен спорт секцийĕсене васкаççĕ.Çав шутра бокс секцийĕ çамрăк-ха, иккĕмĕш çул кăна ĕçлет. ¤на Андрей Арсентьевич Петров тренер ертсе пырать. Ачасен эрнере виçĕ хут тренировка иртет. Вĕсем районта тата республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн районта бокс енĕпе кĕрешÿ ирттерчĕç. Пирĕн шкул ачисем кунтан та грамотăсемпе таврăнчĕç. 6-мĕш класри Георгий Тихонов хăйĕн виçе категорийĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Гера ку секцине пуçарса янăранпах çÿрет. Пурĕ ăмăртусене хутшăнса вăл пĕр хут – пĕрремĕш, иккĕ– иккĕмĕш вырăнсем йышăнса виçĕ медаль çĕнсе илме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Александр Герасимов, Дмитрий Петров, Юрий Васильев, Степан Шаурбин хăйсен виçе категорийĕсенче 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. 8-мĕш класри Александр Миронов 1 –мĕш вырăна, Валерий Андреев 2-мĕш вырăна тухрĕç, 10-мĕш класри Роман Сарбаев та 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.Вĕсем пурте çак уйăхра Хĕл Мучин парнисене илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарта ирттерекен ятарлă ăмăртăва хутшăнĕç. Эпир вĕсене пурне те ăнăçу сунатпăр, ытти ăмăртусенчен те çитĕнÿсемпе таврăнасса шансах тăратпăр.

И. ТИХОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика