Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ухсай Яккăвĕн литература каçĕ

17 декабря 2011 г.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Шĕнерпуçĕнчи шкулта чăваш халăх поэчĕ Я. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Ухсай Яккăвĕ – талантлă сăвăç» ятлă литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.

Хитре илемлетнĕ залра пухăннисем поэтăн портречĕпе кĕнекисен выставкине тата «Ухсай – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ» презентацие курса савăнчĕç.

Чи малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Петрова Ухсай Яккăвĕн ачалăхĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл К. Иванов поэтăмăрпа виççĕмĕш сыпăкри тăван пулни çинчен пĕлтерчĕ, К. Ивановăн «Нарспи» поэмипе Я. Ухсайăн «Кĕлпук мучи» поэминче пĕрпеклĕхсем нумаййине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Литература каçне 8-мĕш класра вĕренекен Л. Витальева, А. Соколов пултаруллă ертсе пычĕç.

Сăвă калакансем хушшинче 9 класра вĕренекен Д. Архипов, 8-мĕш класри Н. Новиков, А . Шемарина, К. Петрова, 7-мĕш класри И. Романова палăрчĕç. Ачасем 6-мĕш класра вĕренекен А. Вишневскин «Асамат кĕперĕ» юррине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Даша, Катя, Ксюша Петровăсенчен тăракан хĕрсен ушкăнĕ чăваш ташши ташласа савăнтарчĕ.

Н. АРКАДЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика