Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă композитора чысларĕç

17 декабря 2011 г.

Октябрьскинчи Культура керменĕнче Иван Андрианович Андреев композиторăн юбилейĕ ячĕпе пысăк концерт пулчĕ. Залра халăх лăк тулли пухăннă. Паллă ентешĕмĕр çырнă юрăсенчен тăракан концерта кÿршĕри ялсенчен те çынсем нумай килнĕ.

Унта пухăннисем чи малтанах сценăн сылтăм енче вырнаçтарнă пысăк экран çинче композиторăн пурнăçĕнчи паллă самантсен кадрĕсемпе тата творчествипе паллашма пултарчĕç. Кĕçех халăх умне концерта ертсе пыракан Елизавета Викторовна Матюшова илемлĕ тумпа тухрĕ. Вăл асăннă мероприяти И. Андреев композитор ячĕпе пулни çинчен пĕлтерчĕ, юбиляра мухтаса, ырласа,çăлтăрпа танлаштарса ăшă сăмахсем каларĕ. Октябрьскинчи вăтам шкулти учительсен хорĕ Иван Андреевăн Геннадий Яковлев сăввипе çырнă «Сĕнтĕр ен, эс, чечеклен!» юрăпа юбилей концертне уçрĕ. Юрă гимн евĕрлех, районăн тĕп хули малалла аталанса пырассине шантарса залра ларакансене хавхалантарчĕ.

Юбиляра чыслама, унăн ячĕпе ырă сăмахсем калама Шупашкартан, район центрĕнчен, вырăнти хутлăхран та ятлă-сумлă çынсем пухăннă. Вĕсенчен пĕри Чăваш Республикинчи композиторсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Н. Зимин пулчĕ. Вăл Иван Андреев композиторăн ĕçне пысăка хурса хакларĕ, ун çинчен чылай ăшă сăмахсем каларĕ, парне пачĕ.

Концерт малалла пынă май савăнăçлă мероприятие пухăннисем Октябрьскинчи ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсен илемлĕ чăваш ташшине курса савăнчĕç.

Сцена çине Андрей Кузнецов тухнине курсан залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç – Акшикре çуралса ÿснĕ каччă юрăç пулса тăнипе савăнчĕç. Ку юрăçа республикăри чылай районсенче, хуласенче пĕлеççĕ, вăл шăрантаракан юрăсене итлеççĕ. Ятарласа ăна валли И. Андреев композитор «Юбилей», «Сарă чечексем» , «Шур сирень çеçкисем», «Ан кĕттерччĕ, тусăм», «Икĕ çыран» тата ытти юрăсене те çырнă. Вĕсене Андрей Кузнецов концерт куракансем валли кăмăлтан шăрантарчĕ. «Шур сирень çеçкисем» юрра юрланă чухне ашшĕне пулăшма, алла микрофон тытса, Максим ывăлĕ тухрĕ – шкула çÿреме те çул çитмен ывăлне, хăй пекех, юрăçа çамрăклах хатĕрлет пулмалла ашшĕ.

Концерта композиторăн тусĕсем, чăваш халăх артисчĕсем– Тамара Гурьевăпа Зоя Лисицина та хутшăнчĕç. Хальхинче Тамара Изосимовна «Ай, пилеш, пилеш» произведенисĕр пуçне И. Андреев композитор çырнă «Уйăх тухрĕ каçхине», «Тăван, сана юратса» юрăсене сцена çинче çынсем умĕнче пĕрремĕш хут юрларĕ. Зоя Лисицина та «Ÿкетчĕ çĕнĕ юр илемлĕн» юрăпа концерт куракансене пĕрремĕш хут паллаштарчĕ. Даша Егорова, Светлана Васильева, Римма Журавлева тата «Асамат» ушкăн шăрантарнă юрăсем Культура керменне пухăннисене те, композитора хăйне те савăнтарчĕç.

Асăннă концертра шăрантарнă юрăсен кĕввисене пурне те Иван Андрианович композитор хăй çырнă. Паянхи куна унăн юррисен шучĕ 80 ытла.

И. Андреев композиторăн юбилей ячĕпе хатĕрленĕ концерт асăннă мероприятие хутшăннă артистсем «Юбилей» юрра пĕрле юрланипе вĕçленчĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, композитора, 25 çул ытла Октябрьскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Иван Андрианович Андреева Сĕнтĕрвăрри районĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл паллă, пултаруллă композитор, унăн творчестви малалла аталанса пырать. Радиопа, телевиденипе, хорсенче тата уйрăм юрăçсем вăл кĕвĕленĕ юрăсене юрлани талантлă композитора савăнтарать, хавхалантарать. Юбилярăн пултарулăх каçне Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Е. Николаева тата А. Разумов, район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ О. Залогин, Октябрьски райпо председателĕ Р. Почемов, вырăнти вăтам шкул директорĕ Г. Григорьев, больницăн тĕп врачĕ В. Белебенцев, Октябрьскинчи ветерансен ушкăнĕн председателĕ В. Яковлев тата районти çыравçăсем, Ю. Иванов-Шункай, С. Куснар, О. Шĕнерпи хутшăнчĕç. Вĕсем пурте юбиляра асăнмалăх парнесем пачĕç.

Концертра юрăсене юрлама тата ташăсене ташлама И. Андреев ертсе пыракан искусство шкулĕн преподавателĕсенчен тăракан халăх инструменчĕсен оркестрĕ пулăшрĕ.

Иван Андрианович концерта пынă çынсем умĕнче парăмра юлмарĕ. Алла купăс илчĕ те пукан çине ларса, П. Шоркин пек, чăваш халăх ташшисен кĕввисене шăрантарчĕ.

Хăйне хисеплесе уява килнĕ ял-йыша, хаклă хăнасене тата спонсорсене тав турĕ, малашне тата та нумай юрăсем çырма шантарчĕ.

Н. ИВАНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика