Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яш-кĕрĕме ялта пурăнма

26 февраля 2011 г.

Яш-кĕрĕме ялта пурăнма

Юлашки çулсенче республикăра ял çыннисен пурнăçне аталантарас тата лайăхлатас тĕллевпе нумай вăй хураççĕ. Пирĕн района та ку тÿрремĕн пырса тивет. Палăртса хăвармалла, чылай яла халĕ асфальт сарнă çул илсе çитерет, модельлĕ библиотекăсемпе юсаса çĕнетнĕ Культура çурчĕсем хăнасене хапăлласа йышăнаççĕ. Унсăр пуçне районта "Ялăн социаллă аталанăвĕ 2012 çулччен" федераллă тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Ялта пурăнакан граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси тата çамрăк специалистсемпе çемьесене кил-çуртлă пулма пулăшасси асăннă программăн тĕп тĕллевĕсем шутланаççĕ.

Калăпăр, эсир çурт лартма шутланă, никĕсне те хывнă, анчах строительство ĕçĕсене вĕçне çитерме укçа-тенкĕ çителĕксĕртерех. Çапла вара, хăюллăнах ял хутлăхĕн администрацине çул тытма пултаратăр. Унта сире кирлĕ хутсене хатĕрлеме пулăшĕç, усăллă канаш парĕç. Астуса тăрăр, программăна хутшăнас текенсен ялта пурăнса унтах вăй хумалла.

Район администрацийĕн хула тăвас тата обществăлла инфраструктурăна аталантарас енĕпе ĕçлекен пай специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулта социаллă пулăшăва 6 гражданин (Аксарин ял хутлăхĕнчен - 1, Октябрьски ял хутлăхĕнчен -3, Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчен -1, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчен-1 )тата 5 çамрăк специалистсемпе çемьесем (Шуршăл ял хутлăхĕнчен - 2, Октябрьски ял хутлăхĕнчен -1, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчен -1, Хуракасси ял хутлăхĕнчен -1) тивĕçнĕ.

Çавна май федераци бюджетĕнчен çамрăк специалистсемпе çемьесен категорине лекекенсем валли федераци бюджетĕнчен 1 621290 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 540410 тенкĕ, вырăнти бюджетран 1 621290 тенкĕ уйăрнă. Программăна хутшăнакан уйрăм граждансем валли вара федераци бюджетĕнчен 1684310 тенкĕ, республикăран - 280810 тенкĕ, вырăнтинчен - 561420 тенкĕ тăкакланă.

Çапла вара, куртăр пулĕ, ял пурнăçне лайăхлатассишĕн яш-кĕрĕме ялтах тĕпленме пулăшассишĕн патшалăх тăрăшни куçкĕретех.

Е. МАКАРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика