Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунисемшĕн

19 февраля 2011 г.

Иртнĕ ытларикун пирĕн хулара Афган тата Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртнĕ. Çак куна урăхла ят пама йышăннă. Ăна малашне Çар мухтавĕн тата Раççейри Асăну кунĕ тесе паллă тăвĕç.

Каласа хăвармалла, Афган вăрçине республикăран 4500 чăваш каччи хутшăннă, вĕсенчен 114-шĕ яланлăхах çут тĕнчепе сывпуллашнă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн района илес пулсан, тăватă салтак Афган вăрçинче (И. Иванов, Н. Матросов, А. Овчинников, В. Сергеев), виççĕн - Чечен Республикинче (Н. Кураков, С. Солин, А. Исмуков) çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă.

Асăну митингне халăх чылай пухăннă. Çанталăк сиввине пăхмасăрах, кунта шкул ачисемпе вĕрентекенсем те, 28-мĕш номерлĕ професси училищинче ăс пухакансем те, çапăçăва хутшăннисем те, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе çут тĕнчерен уйрăлнă яшсен вăхăтсăр ватăлнă амăшĕсем тата ыттисем те килсе çитнĕ.

"Ывăлăм вилнине мăшă-рăм сенкер экранпа хыпарсен программине пăхнă чух пĕлнĕ. Унта инженерсен разведкин взводне сирпĕтсе яни çинчен каланă, вилнисем хушшинче взвод командирĕ те пулнă. Мана пĕлтерме мăшăрăм ĕçе чупса пычĕ. Анчах та эпĕ çак хăрушă хыпара юлашки самантччен ĕненмерĕм. Вырăнти, республикăри çар комиссариачĕсем урлă та, Чечен Республикине куçариччен хĕсметре тăнă Ростов облаçне ыйтса çырса та Саша çинчен хыпар кĕтрĕмĕр. Юлашкинчен Ростов хулинчен чăнах та пирĕн ывăл çапăçура вăйлă аманнине пула вилнине пĕлтерчĕç. Цинк тупăкпа илсе килетпĕр, кĕтĕр, терĕç. Ун чухне маншăн тĕнче пĕтнĕн туйăнчĕ," - куççуль витĕр аса илет Ольга Афанасьевна Исмукова.

Митинга палăк умне чечексем хунипе тата пуç хунă паттăр салтаксене шăп тăрса асăннипе вĕçлерĕç. Мероприятие районти тĕп библиотекăра, Культура çуртĕнче тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политика пайĕнче тăрăшакансем йĕркелесе ирттерчĕç.

Е. ТИХОНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика