Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çăлтăрта" хаваслă

19 февраля 2011 г.

Урхас Кушкă ялĕнче вырнаçнă "Çăлтăр" ача садне 27 çул каялла пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçнă. Вăл вара ку тăрăхра пурăнакан çамрăк ача амăшĕсем валли чăн-чăн уяв парни пулса тăнă. Мĕн уçăлнă кунранпах кунта заведующи пулса Елена Геннадьевна Фадеева ĕçлет. Ертÿçĕн çăмăл мар лавне вăл 32 çул ытла малалла туртать.

- Ĕлĕкрех 131 ача ултă ушкăна çÿретчĕç. Халĕ ачасем çывăхри ялсенче сахалланчĕç, 2 ушкăнра 39 ача çех шутланать, - каласа парать Е .Фадеева. - †çлекенсем 12 çын. Нумай çул хушши ача садĕнче вăй хуракансем хушшинче Антонина Геннадьевна Кирилловăпа Елена Михайловна Елегонова воспитательсем, Алевтина Савельевна Соловьевăпа Оксана Валерьевна Максимова воспитательсене пулăшаканĕсем, Нина Георгиевна Ивановăпа Ольга Игорьевна Архипова ачасене техĕмлĕ те тутлă апат пĕçерсе çитерекенсем. Çамрăксем те (Ольга Леонидовна Константиновăпа Наталья Леонидовна Семенова) çак пархатарлă ĕçе кÿлĕнни пире савăнтарать.

Коллектив туслă. Çавăнпа та ачасемпе ирттерекен мĕнпур уява ача садĕнче ĕçлекен пур ĕçчен те активлă хутшăнать. Воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсем çех мар, Николай Витальевич Белов рабочипе каçсерен çак объекта хураллакан-сыхлакан Вячеслав Петрович Фадеевпа Екатерина Леонтьевна Романовăна та юмахсенчи тĕрлĕ персонажсем вырăнĕнче курма пулать. Сăмах май каласан, ачасемпе сценка-юмахсем лартма Николай Витальевич хăй аллисемпе тĕрлĕ атрибутсем ăсталать.

Туслă коллективăн çитĕнĕвĕсем те пысăк. Кăçалхи çул, акă, "Çăлтăр" ача садне Чăваш Республикинчи стажерсен лаптăкĕ туса хунă. Вăл "Ачасене илемлĕ алăсталăхне хăнăхтарасси" темăпа ĕçлет. Ертсе пыраканĕ - аслă ушкăнри ачасен воспитателĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Елена Михайловна Елегонова.

- Çакăн пек пур енлĕ пултаруллă та ĕçшĕн вĕресе-çунса тăракан çынсемпе ĕçлеме те кăмăллă, - сăмаха малалла тăсать ача сачĕн ертÿçи Елена Геннадьевна. - Коллектив пĕр шухăшлă, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыни, пуçаруллă пулни - маншăн чи пысăк телей.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика