Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх хуралĕнче

19 февраля 2011 г.

Унччен Урхас Кушкă ялĕнче участокри больница пулнă çуртра паян пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, Культура çурчĕ, ял хутлăхĕн администрацийĕ вырнаçнă. Часах кунта библиотека та, Н. Овчинников ячĕллĕ музей та куçĕç.

2006 çулта уçăлнă, нумай пулмасть юсаса çĕнетнĕ врач офисĕнче килти пекех хăтлă та типтерлĕ. Кĕрсенех куç тĕлне аптека курăнчĕ. Мĕн тери лайăх ку ялти çыншăн! Ара, кăштах чирлесен сипленме тĕрлĕ эмел патне хулана е район центрне каймалла мар-çке. Чылай препарата кунтах туянма пулать.

Офисра Эльвира Феофановна Федоровăпа Тамара Михайловна Серебрянникова врачсем тата 4 медсестра Урхас Кушкă тата Хуракасси ял хутлăхĕсенчи пациентсене йышăнаççĕ. Э. Федорова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем халĕ отчетсене те компьютерпа Интернет урлă çыхăнса ярса параççĕ. Ку ĕçе самай çăмăллатать, çул çинче вăхăта сая ярса çÿремесĕр чирлисене йышăнма пулать.

Çемье çавăрма е ача çуратма шутланă çамрăк мăшăрсем валли те уйрăм пÿлĕм пур. Кунта вĕсемпе занятисем, тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Сывлăхлă ачасен кабинетĕнче районтан килекен педиатрсем пĕчĕк пепкесене тĕрĕслеççĕ. Офисра, паллах, кунĕн-çĕрĕн сипленмелли палатăсем çук, анчах та чирлисем кăнтăрлахи 6 вырăнлă стационарта выртса-тăма пултараççĕ. Кунсăр пуçне прививка, сурансене çыхмалли , процедура, хĕрарăм кабинечĕсем те пур.

Акă, коридорта çынсем курăнкалама пуçларĕç, юнашар ялтан килсе çитнĕ иккен. "Юрать-ха, кунтах шăл сиплеме пулать. Хулана кайма инçе вĕт. Çул укçийĕ те сахал мар," - пĕлтерчĕç пире С.Михайловăпа А. Охилькова пациентсем. Т. Мариевăпа М. Егоров шăл тухтăрĕсем хапăлласах йышăнаççĕ вĕсене. Стоматологи кабинетне кĕрсен пире Михаил Геннадиевичпа паллашма тÿр килчĕ. Тăватă çул ĕнтĕ вăл кунта вăй хурать. Унтан маларах 1996 çултанпа Чулхулара тимленĕ. Çак тăрăхрах кун çути курнăскер, каялла тăван ене таврăнса тĕпленнĕ вăл. "Кунта манăн йăх тымарĕ, çывăх çынсемпе тăвансем… чун кунталлах туртрĕ çав," - çĕкленÿллĕ кăмăлпа калаçрĕ пирĕнпе шăл тухтăрĕ.

38 çул медсестрара вăй хунă Роза Петровна Якимовăна вара пурте хисеплеççĕ. Эпир пырса кĕнĕ чухне вăл пĕр хĕрарăмăн чĕре таппине тĕрĕслетчĕ(ЭКГ). "Пуринпе те питĕ лайăх калаçать, ырă кăмăллă та çепĕç чунлă вăл пирĕн. Кашни çыннах сĕнÿ-канаш пама пултарать, пулăшма ăнтăлать," -çапларах калаççĕ ун çинчен ĕçтешĕсемпе пациенчĕсем. Ман шутпа, çак сферăра ĕçлекенсем чирлĕ çынна ырă сăмахпа сиплеме пĕлни чи паха ен. Сусăр е сывлăхĕ хавшак çынсен кăмăлĕ ахаль те пусăрăнчăк, çавăнпа та вĕсемпе тÿрккес те хăр-хар калаçни килĕшÿсĕр.

Тулли кăмăлпа сывпуллашрăмăр эпир Урхас Кушкă сиплевçисемпе тата вĕсен пациенчĕсемпе.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика