Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тĕллевсем мала туртмалла

19 февраля 2011 г.

14 яла пĕрлештерекен Урхас Кушкă хутлăх территорийĕнче "Пирĕн сăмах" район хаçачĕпе туслă халăх пурăнать. Çав çыхăнăва тачăрах çирĕплетес тĕллевпе çула тухрĕç те çак эрнери кĕçнерникун район хаçатне хыпар-хăнарпа "калăплакансем". Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕн, журналистсемпе кунта тарават пулчĕç, район хаçатне активлă çырăнса илнипе пĕрлех чунри шухăш-кăмăла та уçса пачĕç, хăйсен пархатарлă ĕçне те кăтартма тăрăшрĕç темелле.

Еç тăвасси яланах тĕллевсенчен тĕвĕленет. Урхас Кушкă тăрăхĕнче пурăнакансем малашне мĕнлерех тĕллевсемпе ĕçлесе пурăнма ăнтăлни пире малтанах хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕн С. ГРИГОРЬЕВĂН пÿлĕмĕн алăкне шаккаттарчĕ. Палăртмалла, паянхи кун тĕлне ял муниципалитет пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ те çĕнĕ çын, хутлăх администрацийĕ те çĕнĕ çурта (пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн çуртне) куçса вырнаçнă. Пĕлтĕр вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ хыççăн халăх шаннипе хутлăх пуçлăхне суйланнă Сергей Георгиевич, тепĕр енчен хакласан, ертÿçĕн пĕр пуканĕ çинчен теприне кăна куçнă темелле. Аса илтерер, 1982 çултан пуçласа 2002 çулччен вăл вырăнти "Звезда" ялхуçалăх предприятине ăнăçлă ертсе пынă. Ун хыççăн пĕр хушă "Чебоксарский бройлер" ОАОра инженери службинче тăрăшнă. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн çурринчен тытăнса ял муниципалитет лавĕн тилхепине алла илнĕ. Эпир те, алла ручка тытнăскерсем, питех те пĕлтерĕшлĕ лав умне тăнă хуçана ыйтусем айне тумасăр лăпланаймарăмăр.

- Сергей Георгиевич, кăçалхи юрлă хĕл ялти çулсемпе лавсене те, тăватă кустăрмаллă хурçă утсене те çăмăл мар пулĕ. Çул тасаттарасси нушаллă та тăкаклă килчĕ пек туйăнмасть-и.

- Чăн сăмахăн суйи çук темелле. Пĕлтĕр çулсене юртан хырса тасаттарма О. Хлебникова предпринимательпе килĕшÿ тунипе çырлахнă пулсан, кăçал ятарлă техника шутне ÿстерес тесе тепĕр предпринимателе те - В. Иванова - ĕçе явăçтартăмăр. Шел те, 14 ял çулĕсене уçма (вĕсен тăршшĕ 36,2 çухрăмпа танлашать) икĕ техника единици те çителĕксĕр, ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Хутлăх бюджетĕнче çулсене тытса тăма уйăрнă укçа суммипе пысăк ĕç тума кăткăс, вăл питех те пĕчĕк. Тÿррипе каласан, вăл суммăна хĕллехи тапхăрах "çисе" ярать.

- Çул проблеми вара хĕлле кăна мар, çулла та ĕçлеттерет. Ку тапхăрти плансем мĕнлерех-ши.

- Хутлăхăн мĕнпур ялĕ патнех асфальтлă çулсем илсе çитереççĕ. Республикăн тĕллевлĕ программи ку тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче нумай пулăшнă. Апла пулин те проблемăллă çул участокĕсем пирĕн территорире çук мар. Тĕслĕхрен, Мĕшĕл ялне Октябрьски енчен кĕме май пур, Хуракасси енчен - çук, тĕрĕсрех, кунта асфальтлă çул çук. Яла вара тарăн çырма икĕ пая уйăрать, çавăнпа ялăн пĕр енче пурăнакансем çулла трасса çине тухма пайтах нушаланаççĕ. Çакна шута илсе 1,3 км тăршшĕллĕ участока асфальт сармашкăн проект тунă, Строительство министерствинче ăна йышăннă. Республика бюджетĕнче укçа тупăнсан кăçал çул сарма тытăнмалла.

Ял хушшинчи урамсене типтерлесси те анлăн пурнăçланмалла, анчах та пĕр вăхăтрах 14 яла çавăрса илеймĕн. Çавăнпа кăçал Каранъялпа Çĕнъял Упакассинчи шăтăк-путăксемлĕ урамсене вак чул сарса йĕркене кĕртесшĕн.

- Çуллахи тапхăрта туса ирттермелли ĕçсем ытти енсемпе те пайтах пулма кирлĕ. Ку тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсем еплерех.

- Халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйту мала тухать. Ку енпе тĕллевлĕ программăсене хутшăнса ĕç-пуçа тĕпрен улăштарни çукрах. Урăхларах каласан, шывпа тивĕçтерес системăна çĕнетессипе хатĕрленĕ проектсем çук. Çавăнпа, акă, Урхас Кушкăри кивелсе çитнĕ шыв пăрăхĕсене хальлĕхе яланхиллех "саплăк çине саплăк лартса" кăна тытса тăма тивет. Ытти ялсенчен кăçал Вăрман Кушкăпа Йĕшĕмкассине тимлĕх уйăрасшăн. Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăкра кунти çăлсенчен чылайăшĕ типсе ларнă.

Кунсăр пуçне, кашни ялта тенĕнех пĕчĕк пĕвесем йĕркелес шухăш пур. †çĕ ансат мар, укçа тăкакĕ те пулĕ, анчах пахчаçимĕç шăварма та, вут-çулăма парăнтарма та, хур-кăвакал ĕрчетме те ял çыннисемшĕн пĕвесем пурри пĕлтерĕшлĕ.

Кĕслеяльпе Этнескер хушшинчи шыв татса кайнă пĕвене юсаса халăхшăн "ĕçлеттермелле" тăвасшăн тата ытти те. Урхас Кушкăри, Караньялĕнчи, Çĕнъял Упакассинчи, Вăрман Кушкăри, Упакассинчи çĕнĕ урамсене электрификацилесе çитермелле. Кирлĕ проектсем хатĕр, укçи кăна çиттĕр.

- Сергей Георгиевич, хутлăх территорийĕнчи инфраструктурăна улăштарма пĕр çул çеç мар республикăри тепĕр программа пулăшать. Вăл яллă территорисене комплекслă тата компактлă аталантарассипе çыхăннă. Ун тивлечĕпе, акă, хутлăх администрацийĕ те хăйĕн адресне улăштарнă. Çак конкурслă программа анлăшĕ еплерех.

- Ку программăна 3 çуллăха палăртнă (2009-2011 çулсем). Унпа килĕшÿллĕн халĕ эпир ларакан çурта библиотека, Н. Овчинников ячĕллĕ картина галерейипе музей, культура "вучахĕ" куçаççĕ е куçнипе пĕрех. Çак çуртрах çемье врачĕн офисĕ те юлнă. Çурта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, кунти учрежденисем пĕр автономлă котельнăйĕнчен ăшăнаççĕ. "Посад" ООО подрядчик хăйĕн ĕçне пахалăхлă пурнăçланине палăртмалла.

Урхас Кушкăра Культура çурчĕ хăйĕн вырăнне тупрĕ пулсан, ытти ялсенче, шел те, культура "вучахĕ" çунмасть. Ку ыйту хытах шухăшлаттарать, çĕнĕ майсем шыраттарать.

-Хутлăх бюджечĕн укçи-тенкипе кăна мала каяс çуккине пурте аван чухлатпăр. 14 ял халăх çинче тытăнса тăрать. Сайра мар чух унăн пуçарулăхĕ, пулăшăвĕ те паха. Пуçаруллă предпринимательсем Сирĕн хутлăх территорийĕнче те çук мар.

- Çапла. Тĕслĕхрен, иртнĕ кĕркунне Н. Шемарин Йĕрĕхçырминче уй хапхисем тытма, шыв колонкисен будкисене юсама хăма-чуспа тивĕçтерчĕ. Район пухăвĕн депутачĕ В. Хлебников та тĕрлĕ ĕçсенче пулăшу парать, çамрăксене те тимлĕх уйăрать. Тĕслĕхрен, волейболистсен командине ятарлă спорт тумĕпе тивĕçтерме хирĕç мар. Унашкал хастарсем тата та пур, паллах.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика