Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техника

19 февраля 2011 г.

Эрне ытларах каялла "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексне (ФСК) кĕрт тăрăх çÿреме пултаракан çĕнĕ мотохатĕр (снегоход) кÿрсе килнĕ. Спорт объектне çитнĕ-çитменех вăл ĕçе пикеннĕ темелле. Çакă мотохатĕр района пит вăхăтлă килнипе çыхăннă. Хĕллехи тапхăр йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсемпе пуян та кăсăклă,çавăнпа йĕлме йĕлтĕрпе чупмалли трассăсене халĕ снегоходпа уçса йĕркелеççĕ. Юлашки эрнесенче вара йĕлтĕр спорчĕпе çыхăннă ăмăртусем самаях иртрĕç. Вĕсене ирттерме çак техника хатĕрĕ те пулăшрĕ темелле.

Кĕрт тăрăх çÿрекен çĕнĕ мотохатĕрпе пуянланма район администрацийĕ сахал мар тăрăшнă. "Парнас" ООО строителĕсемпе, республикăри Спорт министерствипе пĕрле ФСКна çакнашкал парне тунă.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика