Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

19 февраля 2011 г.

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

Иртнĕ юнкун Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ. Шăпах çак кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче анлă канашлу иртрĕ. Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Юрий Васильевич Васильев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Канашлăва депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене, хулапа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсене чĕннĕ.

Асăннă мероприятин кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ, районăн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетни тата кăçалхи тĕллевсем çинчен; Сĕнтĕр-вăрри районĕнче ЖКХ сферинчи тарифсене йĕркелесси пирки тата пĕчĕк бизнес предприятийĕсене кредитпа пулăшасси.

Пĕрремĕш тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Федорович Моисеев доклад туса пачĕ. Сăмах май каласан, эпир унпа вулакансене хаçатăн юнкунхи вырăсла кăларăмĕнче паллаштарăпăр. Çавăнпа та халлĕхе ун çинче чарăнса тăмăпăр.

Республика пуçлăхĕ М. Игнатьев канашлура çивĕч темăсем хускатрĕ, вĕсене татса памалли майсене те палăртрĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕрхи ĕçĕн тухăçлăхĕпе пирĕн район республикăра 16-мĕш вырăн йышăннă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, кунта ЖКХ сферинче çивĕч ыйтусем сахал мар. Çавна май вăл ку енĕпе ĕçлекен 11 организаци ертÿçисене ура çине тăратса кашнине конкретлă ыйтусем пачĕ. Управляющи компанийĕсен пуçлăхĕсен хуравĕсем тивĕçтерсех каймарĕç ăна. Вĕсенчен пĕри те сайтра та, массăллă информаци хатĕрĕсенче те хăйсен ĕçĕн кăтар-тăвĕсемпе паллаштармасть. Шывпа тивĕçтермелли тарифсем 38 процент таран ÿснин сăлтавĕсемпе те кăсăкланчĕ Президент. Чăваш Республикин Конкретлă политика тата тарифсен службин ертÿçин çумĕ Роза Петровна Лебедева та, канашлăва хутшăннă май, çак темăпах тухса калаçнă. Вăл граждансене тарифсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ информаци парса тăмалли çинчен аса илтернĕ. "Енчен те эпир эсир сĕннĕ кăтартусене йышăннă пулсан - кăçал тарифсем 1,5 хут ÿснĕ пулĕччĕç. Тарифсене вĕçĕмсĕр ÿстерме юрамасть, тухăçлăрах ĕçлеме тăрăшмалла", - терĕ Р. Лебедева. Президент çак шухăша ырларĕ, коммуналлă службăсен хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пымаллине тепĕр хут аса илтерчĕ, вĕсен ресурссемпе тивĕçтерекенсен умĕнче парăмсем пулмалла маррине çирĕплетрĕ.

Пĕлтĕр пирĕн районта налуксене виçĕм çулхин 99,3 проценчĕ чухлĕ çеç пухнă. Çак цифра пирки акă мĕн каларĕ Президент, "Муниципалитетăн ăнăçлă аталанăвĕ налук базине район бюджетне йĕркелемелли тĕп никĕс вырăнне хурса пуянлатнинчен нумай килет". Михаил Васильевич усă курман пай çĕрĕсене ял администрацийĕсене харпăрлăха регистрацилеме сĕнчĕ, кайран çав лаптăксене предприятисене, фермерсене сутма май пулĕ, ку вырăнти бюджета самаях пуянлатĕ.

Карапаш, Чăнкасси, Атăлçи ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă май Президент асăннă хутлăхсен пуçлăхĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн ура çине тăратса конкретлă ыйтусем пачĕ. Ку тăрăхсенче пĕчĕк бизнеса аталантарас, халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çителĕксĕр тăрăшни кăмăл-сăрлантарчĕ ăна. Вырăнти депутатсен те çак ыйтăва вĕçертмелле мар, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн вĕсен хутлăх пуçлăхĕсемпе пĕрле активлăрах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Аталану çул-йĕрĕсенчен пĕри - вак тата вăтам предпринимательство валли инвестици площадкисем туса хурасси. Президент шухăшĕпе - "Марпосадкабель" хупă йышши АО шăпах çакнашкал локомотив вырăнĕнче. Унăн никĕсĕ çинче инноваци технопаркĕ уçса хушма 100 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулать.

Тата нумай-нумай ыйту хускатрĕ канашлура М. Игнатьев Президент, вăл, унăн ĕçне пĕтĕмлетсе, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансене - А. Г. Николаев ентешĕсене Раççей космонавтикин çулĕн-че çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, асăннă çула халалласа ирттерекен мероприятисене йĕркелес çĕре активлăн хутшăнса хастарлăх кăтартма чĕнсе каларĕ.

Канашлăва пухăннисем умĕнче шĕкĕр Шупашкартан килнĕ ытти сумлă хăнасем те тухса калаçрĕç. Спорт министрĕ Анатолий Арсентьевич Николаев вырăнти туризма аталантарасси пирки нумай каларĕ. Пĕлтĕр пирĕн хулара 36 теплоход чарăннă. Кăçал çак илĕртÿллĕ вырăна, Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă хулана, экскурсие килекенсен йышĕ тата та ÿсĕ. Туризма аталантарни те район экономикишĕн пысăк пулăшу пулĕ.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Н. Вино-градова, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ В. Аврелькин та канашлăва пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç. Çавăн пекех РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В. Александров тата "Россельхозбанк" уçă йышши АОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И. Письменская та кредит ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика