12 февраля 2011 г.
Халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес программăн малашлăхĕ районта палăрмасть мар. Нумаях пулмасть, акă, Шĕнерпуç ял хутлăх территорийĕ ку тĕлĕшпе Хурапха ялĕпе хатĕрленĕ проектпа смета документацине республикăн Строительство министерствин патшалăх экспертизине тăратнă.
Пĕтĕмĕшле тишкерÿ хыççăн проект документацине çитменлĕхсемпе асăрхаттарусене шута илсе кирлĕ пек йĕркелесе çитерме сĕннĕ. Ку ĕçе вĕçлесен халăхшăн пĕлтерĕшлĕ программа, ахăртнех, вăй илсе ĕçлесе каймалла.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)