Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи килĕшÿ тунă

12 февраля 2011 г.

Иртнĕ ытларикун Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Тимофеевпа тĕл пулнă.

Калаçу теми ЧР Президенчĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене ĕненмелле" Çырăвĕ тавра та пулчĕ. Унта çемьере виççĕмĕш (е унран ытларах) ача çуратакан çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр тума тÿлевсĕр çĕр уйăрса пама кирли çинчен каланă. Тĕлпулура Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тата Çĕнĕ Шупашкарти çÿлерех асăннă категорири граждансене çав тĕллевпе çĕр лаптăкĕсем уйăрса памалли вариантсене пăхса тухнă. Çавăн пекех икĕ енĕ те муниципалитетсен шайĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калаçса татăлнă. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ялхуçалăх продукцийĕ туса илекенсене хула пасарĕсенче суту-илÿ тума çăмăллăх условийĕсемпе вырăнсем уйăрса пама хатĕр.

Юлашкинчен пуçлăхсем пурăнмалли çурт-йĕр валли уйăрма палăртнă территорие çитсе курнă.

Çакна палăртмалла, 2011 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри район территорийĕнче кăçал виççĕмĕш е унран та ытларах ача çуратма палăртнă 28 çемье шутланать. Тивĕçлĕ çĕре уйăрас енĕпе федераци шайĕнче йышăну тунă хыççăн район администрацийĕ кирлĕ документсене хатĕрлемелли ĕçсене тытăнĕ.

В. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика