Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен прависене хÿтĕлесе

12 февраля 2011 г.

Пĕтĕм Раççейри обществăлла йĕркепе ĕçлекен "Раççей ача-пăча фончĕн" Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ 1988 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Уйрăм Раççейри ача-пăча фончĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн ĕçлет. Унăн ертсе пыракан аслă органĕ - 39 çынран тăракан Правленийĕ, ĕç тăвакан органĕ - Правлени Президиумĕ (9 çын). Правлени председателĕ пулса 17 çул хушши ИТАР-ТАССăн республика тăрăх ĕçлекен корреспонденчĕ В. Иванова ĕçленĕ, 2004 çултан пуçласа - "Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ" ОАОн Тĕп директорĕ Ю. Кислов.

"Ача-пăча фончĕн" тĕп тĕллевĕ - обществăлла организацисен, уйрăм граждансен ыркăмăллăх шучĕпе ача-пăча прависене хÿтĕлеме пурлăх пухасси. Закона хирĕçлемен ытти пулăшусем те пулма пултараççĕ. Уйрăм вăхăтран-вăхăта ыркăмăллăх марафонĕсем ирттерет. 1995 çултанпа вĕсене 11 хут йĕркеленĕ. Марафонăн йĕркелÿ комитечĕ пухăннă укçа-тенке Фондăн тĕп программисене пурнăçлама ярать. Вĕсен шутĕнче - васкавлă социаллă пулăшу, чирлĕ ачасене сиплеме кирлĕ медицина оборудованийĕ тата ятарлă тренажерсем туянма пулăшасси тата ытти те.

Юлашкинчен уйрăмăн культура программисене те асăнмалла. Ку енĕпе пурнăçлакан пулăшу ĕçĕсен шутĕнче уйрăмах пултаруллă ачасене стипенди панине, ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркеленине, ачасен пултарулăх коллективĕсен пурлăхпа техника базине аталантарма укçа-тенкĕ уйăрнине тата ыттисене те палăртмалла. 67 пултаруллă ача республикăри Ача-пăча фончĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Вĕсен шутĕнче - пирĕн районти Катя Степанова та.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика