Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра - ачасем

12 февраля 2011 г.

Шуршăлти вăтам шкулпа ялти модельлĕ библиотека пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ. Библиотека ĕçченĕсем час-часах шкулта пулаççĕ, шкул ачисем вара пушă вăхăт тупсанах библиотекăна васкаççĕ, унта ирттерекен тĕрлĕрен конкурссемпе куравсене хаваспах хутшăнаççĕ.

Библиотекăра нумайранпа хăйсен ĕçне чунтан парăннă, тарават, ырă кăмăллă, ăшпиллĕ ĕçченсем - Ольга Васильевна Кирилловăпа Ольга Николаевна Савинова вăй хураççĕ. Тирпейлĕ те хăтлă пÿлĕмсем, чÿречесем çинчи илемлĕ чечексем, кунти ĕçченсем ватти-вĕттипе пĕр чĕлхе тупма пĕлни тĕрлĕ çулсенчи вулакансене библиотекăна илĕртеççĕ. Кĕçĕн класри ачасем те - библиотекăн яланхи хăнисем. Вĕсене кунта аслă тусĕсем кирлĕ хайлавсене тупма пулăшаççĕ, кĕнекесене мĕнле тытмаллине те аса илтерсех тăраççĕ.

Ку хутĕнче библиотекăра хăнара 1 класри вăрăмланнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнри ачасем хăйсен воспитателĕпе Л. Кузнецовăпа пĕрле пулчĕç. Вĕсене О. Кирилловăпа О.Савинова яланхиллех ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Малтанах хăнасене О.Кириллова Шуршăл ялĕн хальхи сăн-сăпатне сăнлакан фотостендпа, ачасен ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллаштарчĕ. Кунта хăйсен ĕçĕсене курсан, Аня Крязовăн, Кристина Лазаревăн, Павлик Михайловăн сăн-пичĕсем савăнăçпа çиçрĕç (Сăмах май, ку ачасен ÿкерчĕкĕсем шкулти ÿкерчĕксен куравĕнче те малти вырăнсене тивĕçнĕ).

Залра ачасене О.Савинова кĕтсе илчĕ. Малтанах вăл чăваш çыравçисен хĕлле çинчен çырнă хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, хĕл илемне сăнлакан, чĕрчунсен хĕллехи пурнăçĕпе паллаштаракан слайдсем кăтартрĕ. Ольга Николаевна ачасене çутçанталăк илемне упрамалли, хĕллехи вăхăтра кайăксене пулăшмалли çинчен каласа ăнлантарчĕ. Вĕренекенсем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, хĕл çинчен хăйсем вĕреннĕ сăвăсене вуласа пачĕç. Кирилл Андреев, Настя Егорова, Рома Антонов вуланă сăвăсем пурне те килĕшрĕç. Ольга Николаевна ачасемпе выляса та илчĕ. Пÿлĕмрен тухмасăрах пĕчĕккисем "юрпа пемелле те вылярĕç", "юр кĕлетки купаларĕç", "йĕлтĕрпе те ярăнса пăхрĕç". Юлашкинчен ачасем юмах тĕнчине пырса тухрĕç - компьютерпа "Юр пике" музыкăллă юмаха курса савăнчĕç.

Библиотека ĕçченĕсем ачасене чăн-чăн уяв парнелерĕç. Малашне те кунта тăтăшах килсе çÿреме шантарса, хаваслă кăмăл-туйăмпа ачасем килĕсене саланчĕç.

Л. КУЗНЕЦОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика