Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратма пĕлекенсем телейлĕ…

12 февраля 2011 г.

Çулсеренех нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче эпир Таса Валентин кунне, тепĕр майлă каласан, Юратакансен уявне паллă тăватпăр. Çавна май çак кун кашниех хăйĕн чи юратнă çыннисене саламлама тăрăшать, "валентинкăсем" парса хавхалантарать, пĕр сăмахпа каласан, çак кун чунри туйăмсене уçса парать. Ку праçнике паллă тума пирĕн çĕршывра темиçе çул каялла çеç тытăннă-ха, апла пулин те вăл çулсеренех вăй илсе, анлăн сарăлса пырать, ăна ватти-вĕтти тенĕ пекех пурте паллă тума тăрăшаççĕ. Мĕн шутлаççĕ-ха Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакан çынсем Çветтуй Валентин кунĕ пирки. Кирлех-и вăл пире. Çак ыйтăвăн тупсăмне пĕлес тĕллевпе пирĕн корреспондент вĕсенчен хăшĕ-пĕрисемпе курса калаçнă.

Е. МАТЮШОВА, Октябрьски шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен,

- Эпĕ çакăн пек уявсем питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Çак праçник пире кашнинех юратнă çын пуррине, унпа тимлĕрех, ачашрах пулмаллине аса илтерет. Мана уйрăмах ку уяв ырă кĕтменлĕхсемпе палăрса тăни килĕшет. Юлашки çулсенче ăна шкул ачисем хушшинче те питĕ активлăн паллă тума пуçларĕç. Акă, эпир хамăр шкулти 10-мĕш "к" класра вĕренекенсемпе асăннă мероприятие хатĕрленсе "Кашниннех пур-ши вăл, юрату туйăмĕ." ятпа диспут майлă ятарлă класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Унта Светлана Васильева, Оля Шорникова, Настя Андреева, Дарья Яковлева 19-мĕш ĕмĕрте юрату мĕнлерех пулни пирки литературăри сăнарсемпе çыхăнтарса питĕ интереслĕ каласа пачĕç. Олег Степанов, Павел Васильев, Александр Максимов 20-мĕш ĕмĕрти поэтсен юрату çинчен çырнă сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç.

Юрату темипе çырнă сочиненисене тĕрĕсленĕ чухне е урокра ку темăпа çырнă пĕр-пĕр произведение пăхса тухнă чухне юлашки çулсенче çакна асăрхатăп, хальхи яшсемпе хĕрсем çак черчен туйăм çине пачах та урăхла пăхаççĕ. Эпир çамрăк чухне юрату çинчен сасăпа калаçма та именнĕ, хытă вăтаннă. Тепĕр тесен, кашни саманан хăйĕн çамрăклăхĕ, хăйĕн уйрăмлăхĕ. Çак çÿлерех асăннă диспутра вара 10 "к" класра вĕренекенсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрĕç, юрату ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырать, çак ырă та черчен туйăм яланах пулнă, пулать те, пултăр та.

Л. СЕМЕНОВА, ООО "Росгосстрахăн" Сĕнтĕрвăрринчи страхлакан пай пуçлăхĕ,

- Паллах, юратăва кашни çын хăйне май ăнланать, хăйне май йышăнать. Çак шартлама сивĕ кунсенче Юратакансен кунне паллă туни вăл чăннипех те савăнмалли пулăм тесе шутлатăп. Ара, çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ юратуран тăрать-çке. Паллах, кунта Тăван çĕршыва, тăван тăрăха, атте-аннене, шкулти учительсене, хăвăн мăшăрупа çемйÿне, ачу-пăчуна юратни те кĕрет. Çавăн пекех хăв куллен пурнăçласа пыракан юратнă ĕç, юратнă коллектив, юратнă тус-юлташсемпе тăвансем юнашар пулни те савăнтарать, пурăнма вăй-хăват хушать.

Л. ПЕТРОВА, служащи,

- Юрату пирки калаçма питĕ çамрăк çынах мар эпĕ. Анчах та унсăр пурнăç çуккине çирĕплетсех калама пултаратăп. Ман шутпа, çак пурнăçри чи пĕлтерĕшли вăл - юратăва сыхлама, упрама пĕлни. Ахальтен каламаççĕ вĕт, "Юратма пĕлекенсем телейлĕ", - тесе. Манăн вара çĕр çинчи мĕнпур çынна çак телее сунас килет.

Е. ИЛЬИНА, студентка,

- Нарăс уйăхĕн 14-мĕшне эпир яланах чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Çак кун пĕр-пĕрне пĕчĕк парнесем, "валентинкăсем" парнелетпĕр. Кăçал та çапла пуласса шанатăп. Паллах, хамăн чи çывăх тус-юлташсемпе ăна яланхи пекех хаваспа ирттерме шанатпăр.

Р. НИКОЛАЕВА, ĕç ветеранĕ,

- Эпир çамрăк чух юрату тени пач урăх "япалаччĕ", халĕ вара унăн пĕлтерĕшĕ "йÿнелсе" пынă пек туйăнать. Сăмах кунта хĕрсемпе каччăсем хушшинчи çыхăну пирки пырать. Ара, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем паллашнă-паллашман пĕрле пурăнма пуçлаççĕ (гражданла брак тесе), кайран тем килĕшменнипе уйрăлса каяççĕ, тепринпе пурăнма пуçлаççĕ… Çакă юрату пулать-и вара вăл. Пурнăç çине, çак черчен туйăм çине çăмăлттайла пăхни çеç. Юратма та пĕлмелле, анчах та çакна тума пурте пултараймаççĕ. Кунсерен сенкер экранпа "Давай поженимся!" текен передачăра та час-часах çакăн пек çăмăлттайла юрату çинчен сăмах пырать.

ДИМА П., тăваттăмĕш класра вĕренекен,

- Çветтуй Валентин кунĕнче эпир хамăр класра вĕренекенсене "валентинкăсем" паратпăр. Эпĕ те уяв ячĕпе темиçе "валентинка" хатĕрлерĕм, пĕрне - аннене, теприне юратнă учительницăна парнелетĕп. Эпĕ вĕсене питĕ юрататăп.

Вăт çапла, тĕрлĕ çынсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ Юратакансен кунĕ пирки. Çак уява кашниех хăйне май йышăнать. Эпир вара "Пирĕн сăмах" район хаçатне вулакансене пурне те Таса Валентин кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, кулленхи пурнăçра юратупа телей сунатпăр.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика