Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен чирĕнчен сыхланса

12 февраля 2011 г.

Октябрьски, Шуршăл ял хутлăх территорийĕсенче пурăнакансем юлашки тапхăрта районти ветеринарсемпе тачă çыхăнса ĕçлерĕç.Ĕçне пурнăçлаканĕсем, паллах, ветеринарсем пулчĕç. Вĕсем асăннă хутлăх ялĕсенчи халăхăн сысна йышне биркăсем çакса шута илчĕç. Çапла тума Раççейăн тĕрлĕ регионĕсенче сыснасем хушшинче анлăн сарăлакан "Африка чуми" ятпа çÿрекен чир хистет. Унран хÿтĕленес тĕллевпе ирттереççĕ те сыснасене биркăсем çакса шута илес ĕçе. Çÿлерех асăннă икĕ хутлăхпа çапла майпа 562 сыснана шута илнĕ. Ку ĕç малашне ытти хутлăхсенче те, коллективлă тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче те пурнăçланĕ.

Сыснасене биркăсем çакса учета илме ансатрах пултăр тесе, районти ветслужбăн мĕнпур подразделенийĕсенче ятарлă журналсем уçнă. Вĕсенче биркăсем çакнă куна, сысна тытакансен тулли ятне, адресне, миçе çултине, сыснасем ама е аçа пулнине çырса пыраççĕ, выльăх хуçисене алă пустарма та манмаççĕ.

Ветеринарсем палăртнă тăрăх, халăх ку мероприятие ăнланса йышăнать, ĕç ирттерме хирĕçлемест. Çакă ветеринари ĕçченĕсем хăйсем те ял çыннисене хăрушă чиртен сыхланма кирли çинчен уçăмлă каласа кăтартнипе, аса илтермелли ятарлă памяткăсем салатнипе те çыхăннă.

Пĕлтерĕшлĕ ĕçе икĕ хутлăх территорийĕнче вĕçленĕ хыççăн ветспециалистсем çак эрнере хулана тухрĕç. Хулара пурăнакан тата сысна выльăх тытакансем те вĕсене ăнланулăхпа йышăнмалла.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика