Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕтмен хăна" пынă

12 февраля 2011 г.

Карапаш ялĕнчи пĕр кинеми хăйĕн мăнукĕсемпе малтан хăй пурăннă, анчах халĕ пушă ларакан çурта пынă. Килкартине кĕрсен вĕсем сарайĕнче темскер чăштăртатнине илтнĕ.

Кинеми унта кĕрсе пăхма шутланă, выльăх тавраш çук, сас-чÿ те пулмалла мар пек. Анчах та лупас çинче утă чăштăртатма пăрахман. Кинеми пусма тăрăх хăпарать те тĕлĕннипе чуть çеç каялла кайса ÿкмест, тилĕ хаяррăн хăрлатса, çивĕч шăлĕсене кăтартса тăра парать! Ватă çын çине сиксе ÿкменни кăна. Кинеми хăранипе пусма çинчен çĕре хăш вăхăтра анса тăнине хăй те сиссе юлмасть. Вара вĕсем мăнукĕсемпе кÿршĕ патне чупса каçаççĕ, чĕнмен хăна пуррине систереççĕ. Чупса килнĕ арçын кăпăшка хÿреллĕ чĕрчуна самантрах пуçĕнчен çапса ÿкернĕ, вара хăй кĕтмен çĕртех пĕр çĕлĕклĕх тирлĕ пулса тăнă.

Çакă тĕлĕнтерет, мĕнле майпа-ха тилĕ сарай тăрне хăпарма пултарнă. Сарайне шăтăк чавса кĕресси уншăн йывăр пулман-ха ĕнтĕ. Анчах пусма тăрăх хăпарма хăюлăх кирлĕ-çке (ара, тилĕ кушак мар вĕт!). Тилле, паллах, утă çине иленнĕ шăшисем илĕртнĕ. Çÿле хăпарма пултарнах-ха вăл, анчах каялла анма хăранă. Тепĕр тесен, мĕншĕн анас, апачĕ те пур, выртса канма та çемçе, ăшă та. Паллă мар, миçе кун пурăннă-ши кунта тилĕ. Эх, кинемей пыман пулсан ырлăх татах тăсăлĕччĕ те…

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика