Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв башнине пăхса тăрать

05 февраля 2011 г.

Пĕр çул çеç мар типтерлесе тăрать Услă Пукашри тата Çĕнъял Пукашри шыв башнине Николай Рудольфович Сотнезов. Хăй инвалид пулнине пăхмасăр шанса панă ĕçне тÿр кăмăлпа пурнăçлать. Ĕçре проблемăсем çулла та, хĕлле те çителĕклех. Нумаях пулмасть, акă, Çĕнъял Пукашра шыв пăрăхĕ шăтса кайнă. Пытарас çук, хальхи пурнăçра тÿлевсĕр ĕç тума килĕшекен, хăйсен ирĕкĕпе пулăшакансене тупма йывăртарах. Николай Рудольфович хăех шăтăка сапласа питĕрме пултарнă. Кунсерен тенĕнех тупăнать ĕçĕ. Калăпăр, башня шăнса ларать. Кун пек чух сварка аппаратне те, паяльникне те, ытти кирлĕ хатĕрне те шырамалла.

Лашапа пулăшать

Ялта тата лашасăр май çук. Юрать-ха, Услă Пукашра ăна Валерий Анатольевич Шиверов тытать. Кăçалхи çил-тăманлă хĕл ял çыннине автобус чарăнăвĕ патне тухма та пит йывăр. Валерий Анатольевич халăха чарăну вырăнĕ патне ăсатса яма яланах хатĕр темелле. Кам та пулин вилсен вара ăна масара та лашасăр ăсатаймăн.

‰керсе те, тĕрлесе те

Вырăнти алă ăсти тата илемлĕ ÿкерчĕксем тăвакан Валентина Сергеевна Михайлова кăçал ялти магазина Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне хитре ÿкерчĕксемпе капăрлатнă. ‰керес туртăмĕ унăн мĕн пĕчĕкренпех аталаннă. Кунсăр пуçне тĕрлеме те юратать вăл. Çĕнъял Пукашри килĕнче унăн тĕррисем çав тери йышлă, куçа илĕртеççĕ. Пултаруллă хĕрарăм вырăнти медпункта та хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетес шухăшлă.

А. ИВАНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика