Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрт тăрăх çÿрекен техника - тимлĕхре

05 февраля 2011 г.

Хĕллехи тапхăрта вăрмансенче канма е сунара çÿреме кăмăллакансем йăлана кĕнĕ автотранспортпа пĕрле кĕртсене парăнтарма пултаракан мототранспорт та (урăхларах каласан снегоходсем) тытаççĕ. Çакнашкал транспорт хуçисен хальхи нарăс уйăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Нарăсăн 2 -23-мĕшĕсенче пирĕн республика территорийĕнче "Снегоход" ятпа профилактика операцийĕ иртет. Ăна çулсеренхи пекех республикăн патшалăх техника надзор инспекцийĕ йĕркелет, ятарлă тĕрĕслеве тухать. Тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ çÿлерех асăннă мототранспортăн юсавлăхĕпе, унпа çÿрекенсем хăрушсăрлăх техникине регистраципе çÿреме ирĕк паракан правилăсене пăхăннипе çыхăннă. Çавăнпа профилактика операцийĕ тапхăрĕнче патшалăх техника надзорĕн районсенчи инспекцийĕсен ертÿçисем рейдсене снегоходсемпе анлăн усă куракан вырăнсене (тĕслĕхрен, туристсен базисене, кану çурчĕсене, санаторипе профилактика учрежденийĕсене тата ыт. те) тăтăшах тухса çÿрĕç.

Ю. ГРИГОРЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика