Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕсем ĕçеççĕ - пепкисем нушаланаççĕ

05 февраля 2011 г.

Черкке хыççăн кайни никама та ырă тумасть. Ĕçке ярăннă çынсем хăйсен пурнăçне çеç мар, çывăх çыннисемпе ачи-пăчисене те йывăрлăх авăрне кĕртсе ÿкереççĕ. Юлашки çулсенче вара хаяр симĕс шĕвекпе "туслисен" хисепĕ палăрмаллах ÿсет. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те ĕçке ярăнни чылай шухăшлаттарать. Кун пирки ахальтен мар ĕлĕкех ваттисем çапларах каланă, "Арçын ĕçет -çур пурнăç саланать, хĕрарăм ĕçет - пĕтĕмпех арканать".

Темшĕн-çке çак аслă ăрури çынсем ăса вĕрентсе каланине пурте шута илесшĕн мар. Хĕрарăмсем, вĕсен хушшинче çап-çамрăккисем, ача амăшĕсем те ÿсĕр çÿренине курсан чун çÿçенсех каять. Çакăн пеккисене "çутти" пултăр, хăйсем çуратнă ачи-пăчи те кирлĕ мар ун пек чухне. Пепкисем выçă-и, тутă-и, çĕтĕк-çурăк çи-пуçпа çÿ-реççĕ-и - çакă пĕрре те интереслентермест черкке хыççăн кайнă хĕрарăмсене. Çапла вара кун çути парнеленĕ тăван ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех вĕсен ачисем хăр-тăлăха тăрса юлаççĕ. Юрать-ха, патшалăх ун пеккисене нушара пĕччен хăвармасть.

Акă, иртнĕ 2010 çулта пирĕн пысăках мар районта 15 ача хăр-тăлăха тăрса юлнă - вĕсенчен виçĕ хĕрача, ыттисем арçын ачасем. Çак 15 ачаран 13-шĕн ашшĕ-амăшĕ ырă-сывах пурăнаççĕ темелле, анчах та ĕçке ярăннă пирки е ытти сăлтавсене пула вĕсем хăйсем кун çути парнеленĕ пепкисене пăхмаççĕ, тепĕр майлă каласан, вĕсене ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă.

Юрать-ха, тĕнче ырă çынсемсĕр мар, хăшĕсем хăйсен ачисене пăхса ÿстернипе çеç çырлахмаççĕ, юттисене те çемьене усрава илме хирĕç мар, вĕсене те хăйсенни пекех юратса пăхса ÿстерме хатĕр. Çапла вара пĕлтĕр кăна районта 13 тăлăха çемьене усрава илнĕ (вĕсенчен хăшĕсене опека шучĕпе те), пĕр пепкене Ача-пăча çуртне вырнаçтарнă, тепĕр çул çитмен тăлăха - 11-мĕш номерлĕ професси училищине.

Паянхи кун тĕлне вара районти 28 çемьере усрава илнĕ 44 ача çитĕнет, тепĕр 57 çемьере - опекăна илнисем 77-ĕн.

Çаксем чăннипех те хÿтлĕхлĕ ачасем. Вĕсем, тăван килте ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен ыррине нимĕн те курманскерсем, çĕнĕ çемьесенче хăйсене аван туяççĕ, вĕсене кунта тутлă апат-çимĕç çитереççĕ, таса çи-пуç тăхăнтартаççĕ, пĕр сăмахпа каласан, тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнме пур енчен те лайăх условисем туса параççĕ.

Çак çÿлерех асăннă цифрăсем пирки калаçнă май район администрацийĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ М. Логинова çÿç вирелле тăмалли тепĕр тискер тĕслĕх çинчен те каласа пачĕ. Ара, тин çех кун çути курнă пĕчĕк пепкен телейсĕр шăпи çинчен чуна ыраттармасăр итлеме те çук çав.

…Шăпах Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, раштавăн сиввине пăхмасăр, кÿршĕллĕ Шупашкар районĕнчи пĕр ялта пурăнакан 36 çулхи Алина Николаевна Софья ятлă виçĕ уйăхри пепкипе Сĕнтĕрвăрри хулине килет те Лазо урамĕнчи пĕр общежитире укçалла пÿлĕм йышăнать. Хĕрарăм килнĕ кунах кунта пурăнакан "каччăсемпе" çыхланса каять, пуçлать вара вĕсемпе черкке хыççăн черкке çавăрса хума. Амăшĕ çĕнĕ юлташĕсемпе Çĕнĕ çул уявне уявланă май хăйĕн виçĕ уйăхри пепки çинчен пачах манса каять. Мĕскĕн Софья вара выçăпа макăрса антăхать, чирлесех каять. Кÿршĕллĕ пÿлĕмсенче пурăнакансем, ача час-часах макăрнипе пăшăрханса ÿкнисем, çакăн çинчен пакунлисене пĕлтереççĕ. Район больницин тĕп педиатрĕ И. Майкова, И. Журавлева врач тата ыттисем те хĕрхеннипе пĕчĕк хĕр пĕрчине район больницин ача-пăча уйрăмне вырнаçтараççĕ. Çапла вара кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕчченех выртать пĕчĕк Софья кунта. Унăн амăшĕ вара ачине кăкăр ĕмĕртме мансах ĕçке ярăнать, милици ĕçченĕсемпе "шурă халатлисем" çак хĕрарăма аран шыраса тупаççĕ. Тĕрĕссипе вара Алина пирĕн района ытахальтен килсе лекмен иккен. Ăна, тăватă ача амăшне(!), кăçалхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар район судне чĕннĕ, кунта амăшĕн прависĕр хăварас ĕçе пăхса тухмалла пулнă. Вăт çак судран тарса килнĕ те вăл пирĕн хулана.

Малтанхи икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлне упăшки пăхса ÿстерет. Мăшăрĕпе Алина 2008-мĕш çултах уйрăлнă пулнă. Ĕçке ернĕ хĕрарăм тăваттăмĕш ачине те, Софйăна, хăйĕнчен "уйăрасшăн" пулмалла. Хăй тÿрленсе йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма шантарать пулин те ăна нумайăшĕ шанма, ĕненме пăрахнă. Тепĕр тесен ĕненме май та çук, виçĕ уйăхри пĕчĕк пепкепе шартлама сивĕре ют районта унта-кунта çапкаланса çÿрекен ÿсĕр хĕрарăма кам ĕнентĕр.

- Шупашкар районĕнчи ман коллегăсем ку çемье пирки аван пĕлеççĕ. Кĕçех суд пĕчĕк Софья шăпине татса парĕ. Халлĕхе вара ăна Кÿкеçри больницăн ача-пăча уй-рăмне вырнаçтарнă, - тет Мария Захаровна.

Çапла çитĕннисем пурнăç çине çăмăлттайла пăхса, ĕçкĕ-çикĕпе айкашса пурăннине пула мĕн чухлĕ ним айăпсăр ачасем нушаланаççĕ, хăр-тăлăха юлаççĕ…

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика