Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена ăсти

05 февраля 2011 г.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артист тата режиссер пулса ĕçлекен, И. Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче актер ăсталăхне, режиссурăна вĕрентекен доцент Иван Иванович Иванов тăванĕсемпе тата çывăх тусĕсемпе пĕрле юбилей кунне паллă турĕ. Унччен маларах мана унпа курса калаçма тÿр килнĕччĕ. Çав калаçу хыççăн хамăрăн ентешпе район хыпарçине вулакансене те тĕплĕнрех паллаштарас кăмăл çуралчĕ.

И. Иванов Карапаш ялĕнче 1955 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачасен ашшĕпе амăшĕ Иван Захаровичпа Евдокия Андреевна ялта ĕçчен те пултаруллă çынсем пулнипе палăрнă. Телейлĕ мăшăр ултă ача пăхса ÿстернĕ, ĕçе хăнăхтарнă, вĕрентсе специальность илме пур енчен те пулăшса пынă. Хальхи вăхăтра ултă ачи те мăшăрĕсемпе хăйсене килĕшекен вырăнсенче йăва çавăрнă, паянхи кун хăйсен ачисемпе тата мăнукĕсемпе йăпанса пурăнаççĕ.

Иван Иванович çемйипе Шупашкарта пурăнать, арăмĕпе иккĕшĕ те К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тăрăшаççĕ. Ку театрта ентешĕмĕр-режиссер 1983 çулта ĕçлеме тытăннă.

Юрлама, ташлама, вĕренме Ваня Иванов пĕчĕкренех хастар пулнă. Чи малтан пĕлÿ илме ялти пуçламăш шкула, ун хыççăн Кĕчкейри сакăр çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Хуракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вара алла аттестат илнĕ.

Килте те, пахчара та, клубра та, шкулта та Ваньăн уçă сасси янăранă. Вăл хутшăнмасăр пĕр концерт та иртмен, анчах та каччă артист пуласси çинчен шутламан та . Вăтам тата аслă классенче вĕреннĕ чухне физкультурăпа тата спортпа интересленнĕ, çитĕнÿсем те тунă. Алла аттестат илсен çар летчикĕ пулма шутланă. Шел те, медкомисси кăтартăвĕ унăн ĕмĕтне татнă. Каччăн çар службине кайиччен килти тата вырăнти хуçалăхсенче ĕçлеме тивнĕ. Çар хыççăн пĕр хушă Хуракассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкулта военрук пулса ĕçленĕ. Ку шкулта, тен, Иван Иванович ытларах та тытăнса тăнă пулĕччĕ пулĕ, анчах та Коля шăллĕ ăна пĕлтернĕ хыпар хавхалантарса янă. Ку хыпар пирки Иван Иванович çапла каласа пачĕ,

- Пĕррехинче Коля шăллăм "Советская Чувашия" хаçат тыттарчĕ. "Акă, вуласа пăх, çав тери интереслĕ пĕлтерÿ, эпĕ ăна ятарласах кăранташпа паллă турăм", - терĕ. Вулатăп. Театр студине вĕренме кĕме хушма ушкăн пуçтараççĕ иккен. .Тепĕр кун ирхине Володя (Кольăн пиччĕшĕ) валли кучченеçсем тултарнă кутамккана çурăм хыçне çавăрса хутăм та хам мĕн тунине чухламасăрах çула тухрăм, Шупашкара кайрăм. Çак утăм манăн пĕтĕм пурнăçа улăштарчĕ. Артиста вĕренме кĕме экзаменсем тытрăм. Мана йышăнчĕç. Мускаври М. С. Щепкин ячĕллĕ театр училищин студенчĕ пулса тăтăм.

- Иван Иванович, Мускаври М. С. Щепкин ячĕпе хисепленекен театр училищинче тĕнчипе паллă, Совет Союзĕн талантлă та ăста артист-преподавательсем вĕрентнĕ. Калăр-ха, мĕнле паллă преподавательсем Сире артист пулма хатĕрленĕ,театр искусствипе чылай пĕлÿ панă.

- Мускавра вĕреннĕ çулсем - ĕмĕр асра юлакан çутă тапхăр. Преподавательсем аванччĕ, ăслăччĕ, эпир те, студентсем, пĕлÿшĕн çунаттăмăр. Пурте интереслĕччĕ, ытларах - режиссура. Хамăра вĕрентнĕ преподавательсене - В. М. Соломина, В. А. Конева, Н. А. Петровăна, уйрăмах Владимир Константинович Смирнов профессора нихăçан та манас çук. Вăл Чăваш студийĕн илемлĕх ертÿçиччĕ. М. Царев, Е. Гоголева, Н. Анненков пирĕн кумирсем пулнă.

- 1983-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх драма театрĕнче тĕрлĕрен рольсем калăплатăр, вылятăр тата спектакльсем хатĕрлетĕр. Театрта чи малтанах кам рольне вылянине аса иле-йетĕр-и. Ун хыççăн мĕнле сăнарсене калăплама тивнĕ Сирĕн.

- Театрти пирвайхи роль - А. Чебанов пьеси тăрăх Н. Корчаков лартнă "Инкек" спектакльти колхоз председателĕн сăнарĕ. "Нарспи" спектакльте Тăхтаман рольне выляма тиврĕ. Манăн мăшăрăм, В. Иванова - Нарспи, Дмитрий ывăлăм Сентти ролĕсене вылярĕç. Мĕнпур рольсенче вылянине каласа пĕтерес те çук, хăшпĕрисене çеç калама пултаратăп, И. Тукташăн "Хурăн çулĕ" спектакльти Элеçук, Ф. Павловăн "Ялта" спектакльти - мăн кĕрÿ, В. Розовăн "Вун саккăрта чух" спектакльти - Олег...

- Хăвăр юратнă театрта Эсир артист кăна мар, режиссер та пулса ĕçлетĕр. Апла пулсан, хăвăр хатĕрлесе сцена çине кăларнă спектакльсем те пур. Çапла-и.

- Тăван театр сцени çинче "Шурăмпуç çуталса килет" спектакль лартрăм. Ку спектакль маншăн асаттене асăнса лартнă пекех туйăнчĕ.

Пирĕн асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Гарсия Лоркăн Афган вăрçине сăнлакан "Ан авăн, шĕшкĕ" спектакльсене Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çине хатĕрлесе кăлартăм. Хамăрăн театрта Гауптманăн "Хĕвел анас умĕн", Т. Минуллинăн "Сăпка юрри", Н. Дьяконовăн "Тупраллă хĕр" тата ытти пьесăсене халăх умне кăлартăм.

- Хальхи вăхăтри ĕçĕр-сем пирки мĕн калама пултаратăр.

- Яланах ĕçшĕн çунатăп, пысăкран та пысăк проектсем хатĕрлесе пĕтĕм кăмăлтан киленес, халăхăмăра савăнтарас килет, çамрăк артистсене тата студентсене вĕрентес килет. Театрта ĕçленипе пĕрлех И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче актер ăсталăхĕпе режиссурăна вĕрентетĕп. Эпĕ вĕрентекен студентсем ялсене кайсан шкулсенче, клубсенче драма кружокĕсене ертсе пырса сцена çине спектакльсем хатĕрлесе кăлараççĕ.

Н. ИВАНОВ,

обществăлла

корреспондент.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика