Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи пирки паян шухăшламалла

05 февраля 2011 г.

Шуршăл ял хутлăх территорийĕнче ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен ТП "Сувар - 2"

(е "Смак - Агро") çак кунсенче Çĕрпÿ районĕнчен тăрăшсах акмалли вăрлăх турттарать. Ку хуçалăх çине тăнипе района пĕтĕмпе 200 тонна элита вăрлăх (100-шер тонна çурхи тулăпа урпа вăрлăхĕ) килмелле.

"Россельхозцентр" ФГПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пай пуçлăхĕ Г. Ярукова асăннă тăрăх, хальлĕхе районта элита вăрлăх виçи 212 тоннăпа танлашать. Çак шутран 12 тонни - "Рассвет"ОООра. Иртнĕ çул хуçалăх суперэлита туяннă пулсан, кăçал çав вăрлăх элитăна куçнă. "Рассвет" ООО, районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, акмалли вăрлăха сортласа тасатас енпе кĕркунне ĕçлемен мар. Шел те, мĕнпур вăрлăха кондицие лартиччен тасатсах çитереймен. Ку ĕçе М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕн те, В Крылов фермер хуçалăхĕн те, ыттисен те тимлемелле.

ТП "Сувар - 2" турттаракан вăрлăха шута илсессĕн, районта çуркунне акма кирлĕ вăрлăх виçи (746 тоннăпа танлашать) çителĕклĕ. Ăна кондицие лартас тĕлĕшпе вара ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен кондицилĕх шайĕ çак эрне пуçламăшĕ тĕлне 66 процентпа кăна танлашнă. Районĕпе илсен, акмалли вăрлăх виçипе плана тултарнă терĕмĕр. Çапах та уйрăм хуçалăхсенчи лару-тăру ку тĕлĕшпе йĕркеллех мар. Тĕслĕхрен, "Россельхозцентр" ФГПУн районти пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Кугеевский" СХПКра (сăмах май, тинтерех йĕркеленнĕ "Кугеевская" агрофирма" ОООра та), В. Галошевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче хальлĕхе акмалли вăрлăх запасĕ пĕр тонна та çук. "Бичуринский" СХПКра (5 тонна), "Рассвет" ОООра (планăн 50 : чухлĕ пур) тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче те вăрлăх çителĕксĕртерех.

Хальхи тапхăр тĕлне "Восток", "Звезда" СХПКсенче, М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче çеç планпа палăртнă вăрлăх виçи пур. Унăн кондицилĕхĕ тĕлĕшĕнчен "Звезда", "Восток" хуçалăхсене кăна палăртмалла. Вăрлăха кирлĕ пахалăх шайне çитересси вĕсенче те йывăррăн пур-нăçланнă.

Çуракие тухиччен вăхăт пур-ха, тесе лăпланса ларасси çук районти уйрăм хуçалăхсен. Вĕсенче вăрлăха сортласа тасатас е тата акмалли вăрлăхне шыраса тупас (тĕрĕсрех, укçи-тенкине) ĕçсем "вĕресе" тăрсан çеç çĕр лаптăкĕсене тухăçлă ĕçлеттерĕпĕр. Тырпул тухăçне вара сахал мар чух вăрлăх пахалăхĕ "юрлаттарать".

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика