Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриян Николаевăн çĕнĕ палăкĕ

05 февраля 2011 г.

Раççей космонавтикин çулталăкĕнче республика тĕп хулинче пирĕн ентешĕн, СССР космонавт летчикĕн, легендăна кĕнĕ Андриян Николаевăн тата тепĕр палăкне лартма палăртаççĕ.

Çак шухăша Правительство çуртĕнчи тĕл пулура Михаил Игнатьев Президент тата Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен ŸпенсионерсенŸ общество организацийĕн председателĕ Алексей Скворцов сÿтсе явнă.

Алексей Васильевич Смоленскра часах Андриян Николаевăн гранит палăкне вырнаçтарасси çинчен каласа панă, хăйĕн скульптура композицийĕн проекчĕпе паллаштарнă. ăна вăл Шупашкарта Калинин тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта лартма сĕннĕ. Авторсен шухăшĕпе - монумента 2012 çулта уçмалла. Республика пуçлăхĕ мĕн пур ĕçе 2011 çулта вĕçлеме сĕннĕ. "Çĕр-шыв Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă, уçлăха парăнтарнисене чысланă çулта пирĕн хамăрăн паттăра, ентеше Андриян Григорьевич Николаева тивĕçлипе хисеплесе сума сумалла. Проекта тепĕр хут тимлĕн тишкермелле, хак памалла, шухăшланине пурнăçа кĕртмелле", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Скульптура композицийĕн тулли хакĕ - 8 млн. тенкĕ. Палăка "халăх укçипе" тума палăртаççĕ - хăйсен ирĕкĕпе укçа уйăракан предприятисен, çынсен шучĕпе. Республика пуçлăхĕ çак проекта пурнăçламашкăн пулăшма хатĕр пулнине, тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕ хăй çине илессе пĕлтернĕ. Укçа-тенке Чăваш Республикин ветерансен канашĕ пухĕ.

А. ЛЬВОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика