Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муниципалитет тытăмĕн ĕçне тимлесе

05 февраля 2011 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн района Чăваш Республикинчи муниципалитет тытăмĕн Совечĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ĕçлĕ çулçÿревпе килсе кайрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев ертсе çÿрерĕ. Хăнан тĕллевĕ ял тăрăхĕсен çĕнĕрен уйăрса лартнă пуçлăхĕсемпе паллашасси тата вĕсене ĕçре пулăшасси пулчĕ.

Район тăрăх çÿренĕ май С. Николаев Кукашни тата Шуршăл ял тăрăхĕсене çитсе курчĕ. Çав тĕлпулусенче вăл хутлăх пуçлăхĕсемпе - С. Емельяновăпа тата В. Григорьевпа - вырăнти хăйтытăмлăх çинчен калакан саккунпа палăртнă полномочисене пурнăçлас ыйтусене хускатрĕ. Хăнана килти хушма хуçалăхсен хисепĕ те, ял тăрăхĕсен тупăш калăпăшĕ те, яла аталантармалли тĕрлĕ программăсем мĕнле пурнăçланни те интереслентерчĕ. С. Николаев, маларах хăй те республикăри районсенчен пĕрин пуçлăхĕнче ĕçленĕскер, ял тăрăхĕсен çивĕч проблемисене татса парас енĕпе темиçе паха сĕнÿ пачĕ.

С. Николаевпа Ю. Моисеев çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи вĕренÿ учрежденийĕсенче пулчĕç, вĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçрĕç, ачасен вĕренĕвĕпе воспитани ĕçĕн условийĕсемпе кăсăкланчĕç.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика