Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе пиçĕхнĕ ветеран

29 января 2011 г.

Ĕçпе пиçĕхнĕ ветеран

Пурнăç кустăрми малаллах чупать. Тÿпере мĕн чухлĕ çăлтăр, çавăн чухлĕ шăпа. Пĕрне телейлĕреххи, теприне вара синкерли лекет, шăпа тени тĕнчери тĕрлĕ пăтăрмахсенчен те килет. Акă, Аслă Отечествăлла вăрçăччен çуралнисене вара пурне те ытла та йывăр шăпа лекнĕ, выçăллă-тутăллă, куççульлĕ, çухатуллă, чир-чĕрлĕ.

Анатолий ашшĕ вăрçа тухса кайнă чух 5 çултан кăна иртнĕ пулнă. Михаил Арсентьевича вăрçă пуçлансан эрнеренех Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Амăшĕ, Агриппина Сергеевна, пур халăхпа пĕрле ĕçе кÿлĕнет, çире пуррине пăхмасăр окоп чавать, вăрман касать.

Смоленск çывăхĕнчен виçĕ кĕтеслĕ çырусем килнине халĕ те ас тăвать Анатолий Михайлович. 1943 çул вĕçĕнче ашшĕ, Михаил Арсентьевич Арсентьев, çапăçура пуçне хуни çинчен хыпар çитет.

Синкерлĕ кунсем килсен 5-6 çулхи ачасем те самантрах ачалăхпа сывпуллашнă, ял хуçалăхĕнче ĕçлекен алăсем çитейменнипе 10-12-рисем вăрçă хирне тухса кайнă ашшĕсен вырăнне йышăннă, колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Анатолин те шкул çулне çитичченех суха касси тăрăх утма лекнĕ.

- Утнă çĕртех çывăрса кайни те пайтах пулнă. Е тата питĕ ывăнса утаймиех пулаттăмăр. Юрать, ачасен ĕçне пăхса тăма лартнă ватăсем пире хĕрхенсе улăштаркалатчĕç, - аса илет Анатолий Михайлович. - Аслисем лавсене утă, улăм е кĕлте тиесе çыхса паратчĕç те пире çÿле хăпартса лартса тилхепе тыттаратчĕç. Турттараттăмăр вара кĕлтесене йĕтем çине. Унта çитсен те пулăшмасăр анаймастăмăр апăршасем.

Кăнтăрла сухара, каçхине - выртмара. Юрать, ваттисем те пыратчĕç пĕрле. Пире, пĕчĕккисене, хĕрхенсе кăшт çывăрма май туса паратчĕç.

Сÿтĕлет те сÿтĕлет аса-илÿ çăмхи.

- Кÿршĕ ачи Санька, манран 4 çул аслăрахскер, мана ялан хăй хÿттине илетчĕ. Вăкăр кÿлме пуçласан та пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Мана лăпкăрах Ермака паратчĕç, Санькан вара Ваçка ятлăччĕ. Самай шухăскерччĕ ун вăкри. Вăкăр лаша мар çав, итлеттерме кансĕрччĕ. Суха тунă чух ана урлă та сĕтĕрсе каятчĕ. Пĕррехинче пăвана хăваласа пуçне сулчĕ те пĕртен-пĕр мăйракипе кăкăртан питĕ хытă лектерчĕ.

Чăнахах та ытла çамрăк пулнă çав Анатолий. Вăрçă пĕтнĕ çул 9 кăна тултарнă, анчах хура-шурне аслисемпе танах тÿснĕ.

- Ĕç кунĕ пĕтсен лаша вити çумĕнчи хурал пÿртне васкаттăмăр. Унта пире апат çитеретчĕç. Кофе паратчĕç. Ун пек тутлă кофе çак тарана çитсе ĕçсе курман, - тет Анатолий Михайлович куларах.

- Ленинградран эвакуаципе нумай çемье килнĕччĕ пирĕн яла, - аса илет вăл малалла. - Пĕр çемьене анне хамăр пата йышăнчĕ, çÿлти хута вырнаçтарчĕ, хамăр вара подвал пайне куçрăмăр. Кăмăлсăрланаттăмăр кăштах. Анчах анне пире "Ачасем, вĕсем ют çĕрте, вĕсен килĕ-çурчĕ те, тăванĕсем те çук. Эпир килте, ял-йышпа, чăтăр кăштах", - тетчĕ. Тумтирсем те вĕсене майласа паратчĕ, çимеллине те вĕсемпе пайлатчĕ.

Вăрçă хирĕнчен сывă юлнă салтаксем пĕрин хыççăн тепри килĕсене таврăнма пуçласан, ытти ачасемпе пĕрле Анатолий те уй хапхи патне ашшĕне кĕтме туха-туха тăнă. Кашни салтак тумĕллĕ çын патне "атте" тесе чупас килнĕ унăн (йышăнман унăн чунĕ "Хура хутри" хыпара). Ашшĕ ыталакан кашни ача çине ăмсанса пăхнă вăл. Çук, пÿрмен урăх ăна хăйне чун панă çынна "атте" тесе ыталама.

Çитĕннĕ çапла 4 ывăл, 4 паттăр. Ĕçпе пиçĕхнĕ салтак ачисем ашшĕн ятне тивĕçлĕ пулма пур вăя, пултарулăха хунă. Хăйсен çăпаталлă, саплăк йĕмлĕ, выçă хырăмлă, чир-чĕрлĕ ачалăхне пăхмасăр, çитĕнсе хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă.

Николай ФЗО шкулне пĕтерсе строитель специальноçне илсе Шупашкарта вăй хунă. Ашшĕ вăрçа кайсан çуралнă Алексей, туслă Германи çĕрĕ çинче хĕсметре тăнăскер, таврăнма вăхăт çитсен хăй ирĕкĕпе çар службине юлать, таврăнсан вара Шупашкарта автобус водителĕнче ĕçлет. Николайпа Алексей иккĕшĕ те нумай-нумай наградăсене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Геннадий Украинăра хĕсметре тăнă вăхăтра юратăвне тĕл пулать те унпа çемье çавăрать.

Анатолий Михайлович вара 3 çул ытла авиацире службăра пулнă хыççăн тăван Нарат Чакки ялне таврăнать те пĕтĕм вăй-халне ялхуçалăха аталантарас ĕçе парать. Пурĕ 38 çул шоферта ĕçлет, сĕт, выльăх тата лавкка валли тавар турттарнă. Çав хушăрах çемйипе 2 га йышăнакан хăмла пахчинче тĕрмешнĕ. Вăл, ĕçчен те пултаруллăскер, виçĕ ывăлне те кил-çурт лартма пулăшнă.

Анатолий Михайловичпа Нина Александровна мăшăрĕпе 6 ача çитĕнтернĕ, 3 хĕрпе 3 ывăл. Шел те, 2 ачи, çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайса, çут кун парнеленĕ çыннисен чĕрисене яланлăхах амантса хăварнă.

Хальхи вăхăтра мăшăр картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхать, çу каçа утă-улăм хатĕрлет, пахчаçимĕç ÿстерет.

Кунсăр пуçне Анатолий йывăç лартма юратать. Мăшăрне пахчара чечек ÿстерме пулăшать. Пÿрчĕ умĕнчи лаптăка çынсем "рай пахчи" теççĕ. Вĕсен пахчине хут-лăхра чи илемли тесе йышăннă.

Анатолий Михайлович пилĕкçуллăхсен ударникĕ, социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи шутланать. 1986 çулта "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Пенсие тухас умĕн совхоз арканнипе ĕçсĕр юлсан 2 çул хушши Саратов облаçне кайса ĕçлет. Çулланнине пăхмасăр трактор-комбайнпа вăй хурать.

Анатолий Михайловича 75 çул тултарнă ятпа ял-йышпа, тус-тăванĕсемпе пĕрле чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп, ялан телейлĕ те такăр çулпа ывăнмасăр утмалла пултăр унăн.

А. ЖУРАВЛЕВА.

Нарат Чакки ялĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика