Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене халалласа

29 января 2011 г.

Паттăрсене халалласа

Хуракасси ял хутлăх территорийĕнче çуралса ÿснĕ,сроклă çар службине Чечняри тата Афганистанри юнлă вăрçăсене лексе паттăрсем пулса (çакна вĕсен наградисем çирĕплетеççĕ) пуç хунă Н. Кураковпа А. Овчинникова асăнса вырăнти вăтам шкулта спорт мероприятийĕсем çулсерен тенĕнех иртнĕ. Пĕлтĕртен вара çамрăк салтак-паттăрсен ячĕпе иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕн статусĕ самай ÿснĕ, район шайне тухнă. Кăçалхи ăмăртăва ( вăл çак эрнери кĕçнерникун "Рассвет" ООО хыçĕнчи вăрман хĕрринче иртрĕ) вĕрентÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн икĕ тулли команди,çавăн пекех мĕнпур ял хутлăхĕсем активлă хутшăннăран унăн сумĕ тата та ÿсрĕ. Çанталăкĕ те шартлама сивĕ е çил-тăманлă пулса "ура хумарĕ" темелле.

Массăллă спортпа туслă икçĕре яхăн çамрăк, аслăрах çулхи граждансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăриччен Хуракасси вăтам шкулĕнче иртнĕ асăну митингне хутшăнчĕç. Хăй вăхăтĕнче çак шкулта пĕлÿ пухса, ăс-хакăлпа ÿт-пÿ енчен аталанса тĕнчери вăрçăллă кĕтессенче çамрăклах паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Н. Кураковпа А. Овчинникова паянхи шкул ачисем те, ял-йыш та асра тытсах пурăнать. Çакна вĕсем митинг вăхăтĕнче кăтартса, каласа парса ĕнентерме тăрăшрĕç те. Патриотизм тематикипе витĕрĕннĕ юрăсем те шăранчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Залогин, хăй те юрăсем çырса юрлакан пулнă май, хальхинче те пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Хуракасси хутлăх ертÿçи М. Николаева, вырăнти шкул директорĕ В. Белова тата ыттисем те (вĕсен йышĕнче Афганистан вăрçин ветеранĕсем те) паянхи куншăн та патриотлăх туйăмĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса чи малтанах 1 çухрăмлă эстафетăна тухнă районти ертÿçĕсене те патриотсем тени ытлашши пулмĕ. ¤мăрту программипе килĕшÿллĕн, ку командăсен йышĕнче район е хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ, ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçи, шкул директорĕ тата пĕр специалист чупмаллаччĕ (кашни командăра пĕр хĕрарăм пулмалла). Райадминистраци эстафетăра икĕ команда (пĕри хăйĕн ирĕкĕпе) тăратса тĕслĕх кăтартрĕ. Администраци пуçлăхĕ Ю. Моисеев хăйĕн уш-кăнĕнче пĕр çухрăма пĕрремĕш пулса чупса тухрĕ. Ялхуçалăх пайĕн ертÿçи В. Васильев (2-мĕш команда, команда ертÿçи) унран кăшт кăна юлчĕ. Хутлăх пуçлăхĕсем те (хĕрарăм- пуçлăхсемсĕр пуçне) палăртнă дистанцие парăнтарма тухрĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене илсессĕн, Ю. Алексеев ("Звезда" СХПК), О. Титов ("Восток", "Аксаринский" СХПКсем), Н. Ямщиков ("Бичуринский" СХПК) ячĕсене ырăпа асăнмалла. Ытти хуçалăхсем, çавăн пекех шкул директорĕсем, администраци специалисчĕсем хăйсен вырăнне,тĕслĕхрен, хăйсен организацийĕсен представителĕсене тăратнă. Шел те, кун пек туни командăсемшĕн уссах каймарĕ. Итогсене пĕтĕмлетнĕ чух ăмăрту программине кирлĕ пек пăхăннине шута илчĕç. Малашнехи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансен те çакна шута илесчĕ. Çавăнпа "таса" командăсене тĕпе хурса результатсене пĕтĕмлетнĕ май, ертÿçĕсен эстафетинче 1 вырăна - хула хутлăхĕн, 2 вырăна - район администрацийĕн, 3 вырăна Урхас Кушкă ял хутлăхĕн командисем çĕнсе илчĕç.

Ытти ушкăнсенчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсен "картлашки" çапларах пулчĕ. 1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсем хушшинче 1 çухрăмлă дистанцие пуринчен малтан К. Степанова(Кукашни шкулĕ) парăнтарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А. Александровăпа(Шĕнерпуç шкулĕ) И. Григорьева(Шуршăл шкулĕ) пайларĕç. Çак ÿсĕм çулĕнчи каччăсенчен 2 километра Шĕнерпуç шкулĕнчи Н. Новиков чи малтан чупса тухрĕ. Шуршăлпа Кукашни шкулĕсенчи М. Матвеевскийпе Ф. Захаров призерсен шутне лекрĕç.

1995- 1996 çулсенче çуралнă хĕрсенчен 2 çухрăмлă дистанцире хулари 1" гимназири О. Ильина пĕрремĕш пулчĕ. А. Шагаева(Кукашни), М. Александрова(Шуршăл) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулса чупса тухрĕç. 3 çухрăма чупнă каччăсенчен А. Александров(1" гимнази), М. Беляевпа С. Терехов(Шуршăл) палăрчĕç.

1994 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсем - 3, каччăсем 5 çухрăма чупса ăмăртрĕç. Хĕрсенчен Мари патшалăх техника университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн студенткисем - Е.Шумова, А. Лозина, Р. Глухова - тĕслĕх кăтартрĕç. Каччăсенчен С. Копеев(1" гимнази), П. Матвеевский(МарГТУ филиалĕ) Г. Миронов(Кукашни) маттуртарах пулчĕç.

Хĕрарăм-ветерансем хушшинче хулари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренернеЗ. Майоровăна çитекенни пулмарĕ(2 çухрăмлă дистанцире). 2 тата 3 вырăнсене С. Егоровăпа (Хуракасси) Л. Михайлова(МарГТУ филиалĕ) пайларĕç.

Арçын-ветерансенчен 3 çухрăмлă дистанцире МарГТУн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн преподавателĕ С. Крупнов (аялти ÿкерчĕкре) хăйĕн конкуренчĕсене самай хыçа хăварса çĕнтерчĕ. Çак вĕрентÿ заведенийĕнчи физвоспитани преподавателĕ Н. Харитонов - иккĕмĕш, патшалăх техника надзорĕн Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсемпе ĕçлекен инспекторĕ Ю. Григорьев виççĕмĕш пулчĕç.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика