Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕре пăхса тăраççĕ

29 января 2011 г.

Хĕллехи тапхăр пирĕн тÿсĕмлĕхе хушăран хăйĕн шартлама сивĕ çанталăкĕпе е темиçешер куна пыракан çил-тăманĕсемпе тĕрĕслет. Пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăракан организацисемшĕн те хĕл кунĕсем хăйне евĕр экзамен пулса тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçченĕсем коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă нумай-нумай ыйтусене вырăна тухса, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса сÿтсе яваççĕ. Раштав уявĕсем вăхăтĕнче район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле ООО "Сервис Технологийĕ" компанийĕн ертÿçи Г. Якимов та Шуршăл ял хутлăхне çитсе килчĕ. Вăл ертсе пыракан общество Шуршăлти 4 çурта пăхса-тимлесе тăрать. Çак çурт-йĕрсенчи юсав ĕçĕсене тума Вячеславпа Эдуард Павловсене çирĕплетнĕ. Подъездсенчи тата çурт умĕнчи лаптăксене Валентина Петрова тирпейлесе тăрать. Геннадий Яруков аслă инженер вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслет, умма тухса тăракан йывăрлăхсене пĕтерме пулăшать, усăллă кăтартусем парать.

Тĕлпулура "Çĕнтерĕве - 30 çул" ятлă урамри 5, 6, 7, 9-мĕш номерлĕ çуртсенче пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусем çине Геннадий Егорович туллин хурав пама тăрăшрĕ. Пилĕк хутлă 5-мĕш çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем тăвассипе çыхăннă проблемăсене район тата ял администрацийĕсемпе пĕрле татса пама пулчĕ.

Г. ТРИФОНОВА.

Хуçасăр йытăсем

Сĕнтĕрвăрри хулинче çуллахи вăхăтра хуçасăр качакасем чечек клумбисемпе симĕс газон çинче хăйсене ирĕккĕн туяççĕ, пур çĕрте ватса пĕтереççĕ, хула урамĕн илемне пăсаççĕ. Халĕ, хĕл кунĕсенче, хуçасăр йытăсем нумайланса кайнă. Нивушлĕ çак тăватă ураллă "туссене" йĕркене кĕртме пулмасть."- тарăхсах ыйтать пирĕн вулакан.

Чанах та, хуçасăр йытăсем нумайланса кайни тарăхтарать. Ара, вĕсем, тепĕр чух кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çÿрекенскерсем, çынсем çине те ним мар тапăнма пултараççĕ, йытă çыртнă тĕслĕхсем те çук мар. Хулари автовокзал, "Магнит" суту-илÿ точки патĕнче уйрăмах йышлăн кĕшĕлтетсе çуреççĕ хуçасăр йытăсем, хырăмĕсем выççипе çÿп-çап ещĕкĕсем тавра пуçтарăнса апат шыраççĕ.

Темиçе çул каярах çак хуçасăр йытăсене тытассипе йĕрке тунăччĕ, халĕ, ав, ку проблема каллех çивĕч тăрать.

С. СВЕТЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика