Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç

29 января 2011 г.

Çак эрнери ытларикун вырăнти самоуправлени органĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн яваплă çыннисем (ку шутра администраци пуçлăхĕ

Ю. Моисеев, унăн çумĕсем - строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн тата культурăпа социаллă аталану пайĕсен ертÿçисем Н. Красновпа О. Залогин, район пуçлăхĕ Ю. Васильев тата ыттисем те пулчĕç) хăйсен черетлĕ канашлăвне Октябрьски ял хутлăх территорийĕнче ирттерчĕç. Вăл е ку тапхăрта çивĕч тăракан ыйтусемпе проблемăсене район администрацийĕн çуртĕнче çеç мар, ял тăрăхĕсене тухса сÿтсе явасси йăлана кĕрсе пырать.

Хальхинче йышлă ушкăн Октябрьскинчи вăтам шкул çуртĕнче пуçтарăннă. Çавна май вĕренÿ заведенийĕн директорĕ Г. Григорьев ĕçлĕ канашлăва пуçтарăннисене кĕскен шкул пурнăçĕпе, унăн аталанăвĕпе паллаштарнă. Вырăнти хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ С. Назаров та хăйне пăхăнакан территорин ĕç-хĕлĕ çинче чарăннă.

Хутлăхсен территорине тата та анлăрах аталантарассине тĕпе хурса ĕçлемелле. Çакă ĕç йĕркине тĕрĕс тытса пынинчен нумай килет. Çивĕч ыйтусене татса парассинче пĕлмелли вара пайтах. Строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану пайĕн специалисчĕ Р. Федорова, акă, пухăннисене хутлăх территорийĕсенче çĕрпе усă курас тата çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ правилăсемпе паллаштарнă. Ку ĕçре кирлĕ пек хатĕрлесе çитернĕ документсен пахалăхĕ яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хутлăхри çулсене тытса тăма паракан субсидие илмелли йĕркепе çÿлерех асăннă пайăн тепĕр специалисчĕ Л. Пьяночкина сăмах илнĕ. Çакăнпа пĕрлех вăл çулсене тытса тăрас ĕçĕн пахалăхĕ çинче те чарăннă. Кăçалхи хĕл питех те юрлă килчĕ. Çулсене пур çĕрте те юртан кирлĕ пек тасатса тăраймаççĕ. Хутлăх пуçлăхĕсен ку ĕçе тивĕçлĕ шая лартма вырăнти бюджетсенче ытларах укçа-тенкĕ тупмалла. Яла социаллăх тĕлĕшĕнчен аталантарассипе çыхăннă тĕллевлĕ федераллă программăпа ĕçлесси çинчен те манас çук вĕсен.

Район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану пайĕн черетлĕ специалисчĕ О. Кучук пĕлтернĕ тăрăх, Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтерес тĕлĕшпе çыхăннă РФ Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртсе, 2010 çулта 110 ветеран çурт-йĕр туянма е тума социаллă тÿлевĕн свидетельствисене илнĕ. Çак шутран 105 ветеран пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă та ĕнтĕ. Черетре вара тата 22 ветеран тăрать.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Краснов хăй ертсе пыракан пай ĕçченĕсен сăмахне пĕтĕмлетсе яллă территорисене комплекслă та компактлă аталантарма май паракан республикăн конкурслă программи çинчен аса илтернĕ. Унта хутшăнма тивĕçлипе хатĕрленес тесен, хутлăх территорийĕсенчи мĕнпур объектсене инвентаризацилемелле, тĕплĕ юсав ыйтаканнисем валли сметăсем тумалла. Конкурс условийĕсем тăрăх, кунашкал объектсен шутĕнче вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, культура сферисенчисем тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объект патне илсе çитерекен çул пулмалла.

Пытарма кирлĕ мар, хутлăх территорийĕсенче ниçта та шутра тăман е хуçасăр пурлăх сахал мар. Хăй вăхăтĕнче хуçисем пулнă-ха вĕсен, анчах каярах кирлĕ документацисем çухалнă. Тĕпрен илсен, кун пеккисен йышĕнче - шыв башнисем, скважинисем, гидротехника сооруженийĕсем, канализаци линийĕсем, трансформатор подстанцийĕсем тата ытти те. Çĕр тата пурлăх çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен сектор пуçлăхĕ Г. Андреев шăпах хуçасăр объектсене тупса палăртса учета илмелли (çакă вĕсене ĕçлеттермешкĕн хар-пăрлăха пама кирлĕ) йĕркепе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн культурăпа социаллă аталану пайне ертсе пыракан О. Залогин малашне кашни хутлăх территорийĕнчех çамрăксен Канашне курасшăн. Çакăн пек Канашсем халăх хушшинче авторитет çĕнсе илнĕ, тĕрлĕ сферăсенчи çамрăксене пĕрлештермелле. Вĕсем йĕркеленсе кайсан район шайĕнче çамрăксен лидерĕсен форумне ирттерме май пур. Ун чухне çамрăксен районти Канашĕн председательне, йышне те суйлĕç. Çулталăк хушшинче "Çамрăксен чи лайăх Канашĕ" ятпа район конкурсне ирттересси те пур планра.

Яла тухса ирттернĕ вырăнти власть органĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче çавăн пекех район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан К. Федорова та, район пуçлăхĕ Ю. Васильев та тухса калаçнă. Пĕрлехи мероприяти ĕçне вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев пĕтĕмлетнĕ.

Юлашкинчен йăлана кĕнĕ тăрăх райадминистраципе хутлăх пуçлăхĕсен командисем волейболла выляса вăй виçнĕ. Туслă ăмăртура район администрацийĕн команди çĕнтернĕ.

(Район администрацийĕн сайтĕнчен).

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика