Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет-конкурс призерĕ

22 января 2011 г.

Юлашки вăхăтра шкул ачисемпе çамрăксем тата вĕрентекенсем валли тĕрлĕрен интернет-конкурссем иртеççĕ. ¤на йĕркелекенĕсем - Чăваш халăх сайчĕ тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ. Нумай пулмасть "Урхамахсем тăраç тăпăртатса..." ятлă конкурс иртрĕ. Урхас Кушкă шкулĕнчи вĕренекенсем унта хаваспах хутшăнчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем çутçанталăкра, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăклă енсене хăйсен куçĕпе курса хаклама пултарчĕç. Пурнăçра яланах ырăлăх хуçаланманни те вĕсене усала çĕнтермелли çул-йĕре шырама хистерĕ.

Ачасем малтан хăйсен ĕçĕсемпе шкулта паллаштарчĕç, чи лайăххисене вара интернет-конкурса ярса пачĕç. Чи маттурри ку конкурсра пирĕн шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Д. Терентьева пулчĕ. Конкурса хутшăннă 140 хайлав авторĕсенчен вăл 6-7-мĕш классем хушшинче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн "Çывăх тусăм" сăввине жюри членĕсем пысăк хак пачĕç.

"Ыр ĕмĕтлĕ лашампа

Вĕçтеретĕп малалла.

Анлă пурнăç çулĕпе

Ырă ĕçсем тумалла", - çапларах пĕтĕмлетÿ тунă вăл унта.

Раштавăн 18-мĕшĕнче вĕрентÿ институтĕнче çĕнтерÿçĕсене чысланă, асăнмалăх парнесемпе Хисеп хучĕсем панă.

Хайлав кĕнекине кĕнĕ

Чăннипех асамлă çул пулчĕ иртнĕ çулталăк 10-мĕш класра вĕренекен Ольга Васильевăшăн. Вăл "Асамлăх çулĕ" кĕнекене презентациленĕ ятпа ирттернĕ пысăк уява хутшăнма тивĕçрĕ. Ку кĕнекере унăн хайлавĕ те пур-çке! Вăл - "Тавăрпи" фантастикăллă хайлав, интернет-конкурсра 2-мĕш вырăна тухнăччĕ. ¤на вĕренекенсен чи лайăх хайлавĕсен шутне кĕртнĕ, вулакансем патне çитерме май тупнă. Пысăк ĕçе туса пыраканĕ - Николай Плотников хастар чăваш. Вăл мĕнпур чăваш ачисемшĕн çав тери ырă ĕç тăвать, савăнăç кÿрет. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хайлава кĕнекере пичетлесе кăларма пултарни вара ачасемшĕн пысăк телей.

Г. ПЕТРОВА, вĕрентекен,

Урхас Кушкă шкулĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика