Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лашапа çула тухатпăр

22 января 2011 г.

Лашапа çула тухатпăр

"Ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасан, пахча-çимĕç туса илмесен- намăс", - тенине час-часах илтме пулать. Чăн та, картиш тулли выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал пулсан, пахчара улми-çырли, çĕрулми-купăсти ÿссен ял çыннине хăйне те, ачи-пăчине çитерсе тăрантарма, ытлашши аш-пăшпа сĕт-çăва сутса атă-пушмак, тумтир, хуçалăхра кирлĕ ытти тавар илме те пултарать-çке-ха. Çавăнпа та кашниех килте выльăх тытать, ытларахăшĕ - ĕне. Ахальтен каламан ĕнтĕ чăвашсем, "Ĕне - çур пурнăç, çемье тутти", - тесе.

Кăçалхи çул республика правительстви ялхуçалăх предприятийĕсене, хресченпе фермер хуçалăхĕсене тата килти хушма хуçалăха тытса пыракан çынсене выльăх апачĕ туянма субсидипе тивĕçтерни питĕ ырă пулăм. Хуракасси тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем те субсиди илме заявлени çырма ял хутлăх кантурне васкарĕç. Вăта Пукашра пурăнакан Владимирпа Людмила Шоклевсем те кÿршĕри Лидия Терентьевăпа пĕрле чĕлхесĕр янаварпа çула тухрĕç. "Çулсене юр хÿсе кайнăран машинăпа ку вăхăтра йăпăр-япăр тухса çÿреме çук", - каласа парать хăйĕн кил-хуçалăхĕнче чылай çул хушши лаша тытакан Владимир Иванович. Турта хушшинче лăпкăн утă çисе тăракан лашине лăпкаса малалла хушса хучĕ, - Тус та вăл ман, пулăшаканĕ те".

Лидия Апполоновнăпа Людмила Михайловнăн кăмăлĕсем те лайăх. Халь кăна вĕсем хутлăх кантурне кĕрсе субсиди илме заявлени çырса тухрĕç. Апла килти ĕне-выльăх валли утă е çăнăх хутăшĕ илме май пулать.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика