Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пулма вĕрентнĕ

22 января 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче чылай сферăн ĕç-хĕлĕ çинче чарăннă май таврари тата чунри тĕнчене улăштарса çĕнетессипе ĕçлемен çын йĕркеллĕ пурăнма та, аталанма та пултарайманнине асăнать. Пурнăçра паянхи кун çинчен кăна шутласан малашлăхра ăнăçлăх кĕтессе шанма йывăртараххине палăртать çакă. Пирĕн районта пуян чунлă çынсем сахал маррине аса илтерсе, ырăлăх тĕнчине пуянлатсах тăма чĕнсе калать хаçат редакцине инçетри Муркаш районĕнчен çитнĕ çыру та.

УН¤Н авторĕ - КЛЕОПАТРА ИННОКЕНТЬЕВНА РОМАНОВА (хĕр чухнехи хушамачĕ Назарова) 1961 çулта 5-мĕш класа Октябрьскинчи шкул-интерната(вăл халĕ хупăннă ĕнтĕ) вĕренме килнĕ. Кунта вăл çăмăл пурнăçран лекмен. Ашшĕ, вăрçă участникĕ, пилĕк ачине тăлăха хăварса 33 çултах çĕре кĕнĕ. Интернат пурнăçĕ çăмăл мар, теççĕ, анчах та çыру авторĕ çакăнпа пач та килĕшменнине палăртать, кăна тĕслĕхсемпе ĕнентерет. Ун шучĕпе, чи пахи - вĕрентекенсем ачасене ăс-тăн пани çеç мар, ĕçе вĕрентни. "Шкул-интернат ферминче 10 ĕне, сыснасем, кроликсем усранă. Унсăр пуçне Энĕш шывĕ хĕрринче пахчаçимĕç те лартса çитĕнтернĕ. Интернатра хор, ташă кружокĕсем ĕçленĕ, вĕрсе каламалли, хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕсем те пулнă", - чĕре тĕпне тĕплĕ кĕрсе вырнаçнă вăхăта хĕпĕртесе аса илет Клеопатра Иннокентьевна.

Кунсăр пуçне хăйсемпе ĕçленĕ учительсенчен, воспитательсенчен, мĕнпур Сĕмĕл халăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмасть. Вăл вĕреннĕ класпа Елена Петровна Петрова(халĕ Иванова), Афанасий Тимофеевич Чупраков воспитательсем ĕçленĕ-мĕн. Паянхи кун Афанасий Тимофеевич пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, анчах унăн ырă ячĕ халĕ те чĕрĕ. Географи предметне вĕрентнĕскер интернатри кашни ача шăпипе кăсăклансах тăнă. Клеопатра Иннокентьевна института вĕренме кĕнине те темле майпа пĕлнĕ те ун патне тÿрех çыру çитернĕ. Хăйĕн 3 ача пулнине пăхмасăрах виçĕ çул хушши кашни пенси укçинчен студенткăна пилĕкшер тенкĕ ярса парса тăнă. "Здравствуй, Клара! Высылаю тебе 5 рублей. На эти деньги покупай тетради, методическую литературу. С уважением Чупраков", - çапларах кĕске çырусем çырнă студенткăн воспитателĕ.

Клеопатра Иннокентьевна паян хăй те пенси çулĕнче, 33 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çак хушăра Октябрьскинчи шкул-интернатри учительсемпе воспитательсем пуян ăс панине яланах асра тытса пурăнать, ачасене ырăлăх, чунлăх тĕлĕшĕнчен аталантарма тăрăшать.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика