Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿрентерес марччĕ пĕр-пĕрне...

22 января 2011 г.

Кÿрентерес марччĕ пĕр-пĕрне...

Тĕрлĕрен çыру килет кунсерен районта тухса тăракан "Пирĕн сăмах" хаçат редакцине. Вĕсен хушшинче савăнăçлă хыпарсем те, пирĕнпе юнашар ĕçлесе пурăнакан пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен çырнисем те, вăл е ку ялти ырă пулăмсем çинчен хавхаланса пĕлтернисем те. Пĕр сăмахпа каласан, ырри ытларах. Çав хушăрах вăл е ку çитменлĕх пирки уççăн калаканнисем те çук мар,вĕсем вара чылай чухне ятсăр (анонимлă) çырусем. Темшĕн-çке тепĕр чухне тĕрĕссинех çыракан авторсем хăйсен хушамачĕсене, ячĕсене пĕлтерме хăюлăх çитереймеççĕ. Ятсăр çырусемпе мĕнле "усă курнине" вулакансем хăйсемех аван пĕлеççĕ. Тен, çавăнпах пулĕ тепĕр чухне хăшĕсем Иванов, Петров тесе çыраççĕ çырусем айне, урăхларах каласан, час-часах тĕл пулакан хушаматсемпе усă кураççĕ.

АК¤, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн кăна Шĕнерпуç тăрă-хĕнчен черетлĕ "Ивановăран" анонимка килчĕ, унта автор район хыпарçи урлă хăйне кăсăклантаракан, тарăхтаракан, канăç паман ыйтăва "татса парасшăн". "Мĕншĕн-ха Хурапха ялĕнче пурăнакан А. тата Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан С. ĕç ветеранне тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Вĕсем çак сумлă ята илме тивĕçлĕ мар-çке. ¤нсăртран, çула тухсан, автобус çинче, вĕсен çакăн пек удостоверенисем пуррине куртăм. Веçех ултав ку, тĕрĕсмарлăх. Иккĕшĕ те çак сумлă ята влаçра ларакан паллакан çынсем урлă, "блатпа" тунă", - тесе çирĕплетет çыру авторĕ. Вăл çав çынсен ячĕ, ашшĕ ячĕ тата хушамачĕсене те палăртнă. Эпир вара вĕсене кÿрентерес мар тесе саспаллисемпе çеç çыртăмăр. Мĕншĕн-ха чăннипех те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçлĕ ятлă-сумлă çынсене кÿрентерес. Районти халăха хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В. Малеев та çакнах çирĕплетсе пачĕ пире, архиври документсене çĕклесе çÿлерех асăннă икĕ хĕрарăма çак хисеплĕ ята мĕн сăлтавпа панă пирки ăнлантарнă май. "Сирĕн енчен тĕрĕслĕх кĕтетпĕр", - тесе çырнă Ивановăна вара манăн çакăн пек çеç хуравлас килет, "Тĕрĕс марри кунта нимĕн те çук. Хурапха ялĕнче пурăнакан А. "Ĕç ветеранĕ" удостоверение 2002-мĕш çулта илме тивĕçнĕ, Шĕнерпуçĕнче пурăнакан С. 1986-мĕш çултах тивĕçнĕ çак хисеплĕ ята". Сăмах камсем çинчен пынине Эсир хăвăрах лайăх ăнланатăр пулĕ тетĕп, ыттисене вара ку нихăш енчен те пырса тивмест.

Çакăн хыççăн асăннă çыру пирки пысăк пăнчă лартса сăмаха вĕçлеме те вăхăт пулĕ, анчах та чуна урăххи канăç памасть, калас тенине каласах пĕтерем. Мĕншĕн-ха пĕр ялта е кÿршĕре пурăнакан, пĕр çĕрте е пĕр коллективра ĕçлекен çынсем хушшинчех пĕр-пĕрне курайманлăх çуралать, пĕр-пĕрне ăмсанни, шанманни палăрать. Нивушлĕ çак киревсĕр пулăмсенчен ниепле те хăтăлма çук. Тепĕр чух чипер, таса çыннах "пылчăкпа" вараласа хума та именмеççĕ хăшĕсем, теприн савăнăçĕ, пурнăçĕ ăнни тарăхтарать вĕсене, инкек-синкек е хуйхă таврашĕ пулсан - савăнтарать. Пачах урăхла пулмалла мар-и-ха, тăванăмсем. Çак пурнăçра никам та икĕ ĕмĕр пурăнмасть вĕт, кашнин хăйĕн Турă панă кун-çулĕ, хăйĕн шăпи. Пурнăçра вара тĕрлĕрен пулать, шурри те, хури те пĕр-пĕринпе улшăнсах тăрать темелле, савăнăçпа хуйхи те çавăн пекех. Санпа пĕр ялта пурăнакан хĕрарăм "Ĕç ветеранне" тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тарăхмалла-и вара. Е тата кÿршĕн пÿрчĕ-çурчĕ санăннинчен капмартарах пулнишĕн кĕвĕçмелле-и. Çук, паллах, пурнăç ырри енне улшăннишĕн пĕрле савăнмалла кăна. Куллен пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăннине мĕн çиттĕр. Эсĕ мĕнле шутлатăн, хисеплĕ вулаканăм, пирĕн шухăшпа килĕшетĕн-и. Çырусем кĕтетпĕр санран.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика