Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçшĕн "çунакансем" кирлĕ

22 января 2011 г.

Хулари 28-мĕш номерлĕ професси училищинче тата Урхас Кушкă ялĕнче халăхпа иртнĕ тĕлпулусенче те калаçăвăн ытларах пайĕ вырăнти ыйтусемпе проблемăсем тавра явăнчĕ. Вĕсем çине куçиччен, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи О. Залогин (ушкăнăн тĕп информаторĕ вăл пулчĕ) паллаштаруллă калаçу ирттерчĕ, район администрацийĕн çĕнĕ команди мĕнлерех çулпа утассине, еплерех çынсем çине тайăнса ĕçлессине палăртрĕ.Çакă училище коллективĕшĕн те, Урхас Кушкăри культурăпа вĕрентÿ тата ытти сферăсенчи ĕçченсемшĕн те усăллă пулчĕ.

Иртнĕ юнкунхи информаци кунĕн тĕп темисем вара çак ыйтусем тавра пулчĕç, Чăваш Республикинче сывлăха сыхлас системăна модернизацилес программа малашне те ăнăçлă пурнăçланса пымалла. Çавăн пекех бизнес ĕçĕпе тăрмашакансен хăйне майлă экономика çыравне хатĕрленмелле. Официаллă чĕлхепе калас пулсан, кăçал Раççей Федерацийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсен ĕçне статистика енчен пĕтĕмĕшле сăнасси пурнăçланать. Кунашкал ĕç ку таранччен иртмен (2000-мĕш çулта кăна суйласа çырав ирттернĕ). Пирĕн районпа илсен, пĕчĕк бизнеспа ĕçлекен 128 предприятипе 605 индивидуаллă предпринимателĕн ĕçне сăнамалла. Çак мероприяти предпринимательсем ятарлă бланксене çырса тултарнă майăн (ыйтусене хуравласа) пурнăçланать.

Информаци кунĕн виççĕмĕш теми ялхуçалăх çĕрĕсене "ĕçлеттерессипе" çыхăннă саккуна кĕртнĕ улшăнусем (ку тĕлĕшпе Федераллă саккуна РФ Президенчĕ Д. Медведев 2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче алă пуснă) çинче тĕплĕнрех чарăнма ыйтать. Саккунри хăшпĕр улшăнусем иртнĕ çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ, улшăнусен тепĕр пайĕ кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа "хута каймалла". Вăя кĕнĕ улшăнусене палăртсассăн, çакна каламалла, ялхуçалăх организацийĕсем, фермерсем ялхуçалăх çĕрĕсенчи çĕр участокĕсене харпăрлăха илме пултараççĕ. Кун пек тума вĕсен ялан усă курмалли правăна çĕр участокĕн кадастр хакĕн 15 процентĕнчен ытла мар хак(РФ субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ хакпа) тăрăх çĕнетмелле. Çавăн пекех ялхуçалăх çĕрĕн пĕтĕмĕшле пайĕнчи харпăрлăхçă хăйĕн çĕр участокне уйăрттармасăрах харпăрлăхçă правинчен тухма пултарать тата ытти те.

Хамăр район территорине таврăнас пулсан, 28-мĕш професси училищин коллективне, акă, ытларах хулари проблемăсем калаçтарчĕç. Тĕслĕхрен, каçхи вăхăтра урамсенче çутă çукки, çулсене юртан вăхăтра тасатманни, хула мунчи хăйĕн ятне тÿрре кăларманни. О. Залогин ку енпе хула администрацийĕ ĕçлесе çитерейменнине пытармарĕ. Çутă ыйтăвĕ пирки училище директорĕ, хула пуçлăхĕ те пулнă май, çакна асăнчĕ, çутă ламписене хула урамĕсенче йăлтах улăштарнă, анчах та пахалăхсăр пулнăран вĕсем ик-виçĕ кунтан ытла чăтайман, çунса кайнă. Çĕннисем туянма тата вышкăсем лартса вырнаçтарма хушма укçа тăкакласси часах пулманни паллă. Хула мунчин проблемине татса парассипе тĕрлĕ вариантсем шыраççĕ. Ку тĕлĕшпе "Мариинский" ФСКпа е ĕлĕк "Березка" кафе пулнă çурта никĕс вырăнне хурасси пирки те калаçусем пыраççĕ.

Урхас Кушкăра вырăнти шкулта пуçтарăннă халăха вĕренÿ заведенийĕн директорĕ С. Герасимов чи малтанах объекта газификациленин тапхăрĕсемпе видеослайдсем урлă паллаштарчĕ. Аса илтерер, ку шкула çутçанталăк газĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕн çитнĕччĕ. ¤шă трассине тĕпрен улăштарни, çĕнĕ блоклă модульлĕ котельнăй вырнаçтарни шкулта ĕçлекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те, çавăн пекех ача сачĕшĕн те пысăк савăнăç пулни куçкĕрет. Ытти йышши проблемăсем çинчен калаçса кайсан шкул директорĕ вĕренÿ заведенине малашне райбюджетран укçа ытларах уйăрасса шаннине пĕлтерме тăрăшрĕ. Шкул аталанать, сахал мар ырă ĕç тăвать, çавăнпа вăл хавхалантарăва тивĕçлĕ пулма кирлĕ. Сахал мар ыйтусем çинче чарăннă хыççăн вырăнти пуçлăхсемпе пĕрле Олег Владимирович Культура çуртне, ытти объектсене çитсе курчĕ. Хутлăх администрацийĕ çывăх вăхăтра Культура çурчĕпе çемье офисĕн врачĕн иккĕмĕш хутне куçмалла. Хальхи тапхăрта унта юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика