Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни сивви те ним те мар

22 января 2011 г.

Кăшарни сивви те ним те мар

Иртнĕ юнкун Турра ĕненекенсем Кăшарни уявне паллă турĕç. Çак кун 30 çулхи Иисус Христоса Çветтуй Иоанн Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Çав вăхăтра тÿпе уçăлса кайнă та çÿлтен кăвакарчăн пулса Çветтуй Сывлăш аннă. Тÿперен Сасă илтĕннĕ, "Ку ман Юратнă Ывăл, Унра ман Кăмăл". Çакă Иисус Христос Çĕр çине Турă ячĕпе унăн тĕллевне пурнăçлама килнине пĕлтернĕ. Çавăнпа Кăшарние Турă Килнĕ Кун тесе те паллă тăваççĕ.

ПИРĔН районта та

Кăшарние анлăн уявларĕç. Кашни чиркÿрех ятарлă кĕлĕ иртрĕ, вăл шутра - Сĕнтĕрвăрринчи Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнче те. Владимир атте ĕненекенсем савăтсене тултарса илсе пынă шыва çветтить турĕ. Унтан чиркĕве пынисем Атăлта ятарласа каснă вак патне Хĕрес йăтса утрĕç (Крестный Ход). Унта çитсен Владимир атте кĕлĕ ирттерчĕ, вакри шыва виçĕ хут хĕрес антарчĕ. Вара Турăран сывлăх кĕтекенсем Кăшарни сиввинчен хăрамасăрах ( 25 градусран кая мар сивĕччĕ) шыва кĕме пуçĕнчĕç. Паллах, пăрлак шыва кĕриччен Турăран сывлăх ыйтса кĕл турĕç, пуçĕпех шыва анмассерен виçĕ хут хĕрес хыврĕç. Капла тума пултарайманнисем çветтуй шывпа пите çунипех çырлахрĕç. Владимир атте те, "Чи кирли - пăрлă шыва кĕни мар, Турра çирĕп ĕненни", - терĕ.

Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те сивĕ шывран хăраса тăмарĕç. Чи малтан вакри шыва кĕрекеннисем хушшинче хула пуçлăхĕ А. Мясников пулчĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн çумĕнчи ведомство тулашĕнчи хуралăн подразделенийĕн ĕçченĕсем вара эртелпе тенĕ пекех килнĕ. Тĕслĕх кăтартаканни - вĕсен пуçлăхĕ С. Архипов.

Паллах, хĕлле шыва кĕресси шÿтлемелли япала мар. МЧС, ГИМС, "Васкавлă пулăшу" ĕçченĕсем тата çăлакансем юнашарах пулчĕç.

Çак йĕркесен авторĕ те, кăмăлне хытарса, "моржсенчен" кая юлас темерĕ. Ара, çак кун Турă хăй те пулăшать, теççĕ те. Чăнах та, хăрама кирлĕ мар, иккен. Вакри шыв, сивĕ пулсан та, тÿрех шăнтса ямасть. Вакран тухсан вара, тĕлĕнмелле те, пĕр хушă питĕ ăшă пулса кайрĕ. Урамра хĕл мар, çу кунĕ, тейĕн…

И. ВАСИЛЬЕВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика