Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей космонавтикин çулталăкĕ

22 января 2011 г.

Раççей космонавтикин çулталăкĕ

Юрий Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине чысласа, 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев тивĕçлĕ указа утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче алă пуснă.

Юрий Гагарин летчик-сăнавçă 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕнче уçлăхĕнче вĕçевре пулнă. Вăл "Восток" караппа Байконур космодромран Çĕр тавралăхне çул хывнă, ун тавра пĕр хут вĕçсе çаврăннă. Вĕçевре ирттернĕ пĕтĕмĕшле вăхăт 108 минут шутланнă. Ю. Гагарин пурнăçĕ хăнăхмалли вĕçеври инкеке пула Владимир облаçĕн Киржач районĕнчи Новоселово ялĕ çывăхĕнче татăлнă.

Пăрачкаври тĕп библиотекăн вулав залĕнче "Çăлтăрсем патне хывнă çул" кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Выставкăн пĕр-ремĕш уйрăмне Ю. А. Гагарина тата унăн тĕнче уçлăхĕнчи вĕçевне халалланă пулсан, иккĕмĕш уйрăмĕ - йăлтах пирĕн ентешĕмĕр А. Г. Николаев космонавт-летчик çинчен.

Космонавтика çулталăкĕн йĕркипе районти мĕнпур библиотекăсенче тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ, курав презентацийĕсем, викторинăсем, асăну сехечĕсем, литература тишкерĕвĕсем, çавăн пекех электронлă альбомсем туса хатĕрлеççĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика