Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуху пĕлтерĕшлĕ пулчĕ

15 января 2011 г.

Çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен тата пур енлĕ тавракурăмлă аталантарас тесен, шкулпа ашшĕ-амăшĕсен тачă çыхăну тытмалла. Çак кирлĕ ыйтăва шуршăлсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ытти классенчи пекех, çиччĕмĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем те Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, иккĕмĕш чĕрĕк вĕçлениччен пухăва пуçтарăнчĕç. Класс ертÿçи Г. Кузьмина ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, дисциплина çинче чарăнса тăчĕ, çитменлĕхсемпе тÿнтерле пулăмсене те асăнса хăварма манмарĕ. Пухăннисем хăйсен ачисем шкулти предметсемпе илнĕ паллăсемпе класс журналĕ тăрăх паллашрĕç, уйрăм дисциплинăпа вĕрентекен учительсем каланине те тимлерĕç. В. Белова социаллă педагог хăйĕн докладĕнче вăтам çулхи ачасен аталанăвĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ, воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕсен витĕмлĕхне вăйлатма кирлине палăртрĕ.

Шкул директорĕ Л. Михайлова пĕлÿпе воспитани ыйтăвĕсене кăна мар, ачасен шкулти апатланăвĕ пирки те сăмах хускатрĕ. Хальхи вăхăтра кăнтăр апачĕ кунта вăтамран 15 тенкĕ тăрать. Ачасене калориллĕ апат çитерессишĕн шкул ертÿçипе столовăйра ĕçлекенсен нумай тăрăшма тивет. Халлĕхе шкулти столовăй валли чи кирлĕ апат-çимĕçе (сахăр песукĕ, кĕрпе-лапша, пахча-çимĕç тата ытти те) Октябрьски райповĕ кÿрсе килет. Анчах хаксем эрнерен ÿссе пыни Лидия Ивановнăна пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать. Малалла та çакăн пекех пулсан апат хакĕ те ÿсет, ку вара ашшĕ-амăшĕсем умне çивĕч ыйту кăларса тăратать. Çавна май пухура шкул çумĕнчи çĕр лаптăкне çуркунне çĕнĕрен ĕçе кĕртме шут тытрĕç. "Ачасем те çĕр ĕçне хăнăхса пырĕç, шкул столовăйĕ валли те пахчаçимĕç пулĕ", - пĕтĕмлетрĕç çиччĕмĕш класс ачисен ашшĕ-амăшĕсем.

Г. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика