Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа шанчăклăха упранăшăн

15 января 2011 г.

Чăнкасси ял хутлăхне кĕрекен Шанарпуçĕнчи Мария Даниловнăпа Валерий Павлович Тимофеевсем 50 çул ытла пĕрле пурăннă хыççăн республикăра иртнĕ çул çирĕплетнĕ чи сумлă çемье орденне тивĕçессе ĕмĕтленмен те пулĕ. "Юратупа шанчăклăхшăн" орден çак çемьене çĕнĕ çулăн пирвайхи эрнинче çитрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеевпа унăн çумĕ О. Залогин илсе çитерчĕç, телейлĕ мăшăра клубра ял халăхĕ умĕнче чысларĕç. Шанарпуçĕнчи Тимофеевсем çак ордена районта чи малтан тивĕçнисем пулчĕç, апла пулсан, историн çĕнĕ страницине уçрĕç.

Социаллă яваплă çемье ятне çак мăшăр чыслăн тытса пыни никама та иккĕлентермест. "Пирĕн пек çемьесем сахал мар пулĕ районта", - теççĕ сăпайлăн Тимофеевсем. Çапли çаплах пулĕ те, анчах çак мăшăрăн çемье тĕшшийĕ уйрăмах "сĕткенлĕ". Паянхи кун çав сĕткен - ачисенче, мăнукĕсенче, кĕçĕн мăнукĕсенче. "Эпир ачасене кăмака хутса кукăль пĕçерме мар, ытларах хутла вĕрентме тăрăшнă", - шÿтлесе те йĕплесе тенĕн палăртрĕ Мария Даниловна, хăнасем валли апат сĕтелĕ хатĕрленĕ май. Унпа пĕрле хĕрĕсем ăшталанман пулсан кунашкал сăмах тухас çукчĕ те пулĕ. Паллах, виçĕ хĕрĕ кăмакине хутма та, тутлă кукăль пĕçерме те тахçанах вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне хăйсем суйласа илнĕ ĕçре Раççей шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ вĕсем паян, апла пулин те ашшĕ-амăшĕшĕн те, районшăн та Тимофеевсен виçĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ - сумлă та манăçми çынсем. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, мухтава тивĕçлĕ бухгалтер, врач, хăюлăхпа паттăрлăхшăн орденпа медале тивĕçнĕ запасри майор - çакнашкал пултаруллă ачасем пăхса çитĕнтернĕ Мария Даниловнăпа Валерий Павлович.

Урăхла пулма та пултарайман, мĕншĕн тесен çак мăшăр вĕсене мĕн пĕчĕкрен çĕршыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентсе ÿстернĕ, хăйсен ĕçĕпе тĕслĕх кăтартса пынă. Мария Даниловна, акă, хăйĕн пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă, унашкал яваплă специалиста паянхи кун аграри сферинче тупма йывăртарах. Валерий Павлович та тăван ялхуçалăх предприятийĕнче водительте тăрăшнă. Кунсăр пуçне, шашка-шахмат вăййипе кăсăкланаканскер, ялти шкул çумĕнче шахматистсен "Пешечка" клубне йĕркеленĕ, чылай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă. Çав тапхăрта Валерий Павлович патĕнче воспитани илнĕ çамрăк шахматистсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те палăрнă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă Тимофеевсем ял çĕрĕ çинче (палăртмалла, пĕр хушă çемье Карелире пурăннă). Паян шăпах çавăн пек ĕçшĕн çунакан çынсем çитсе каймаççĕ те ялхуçалăх сферинче. Çавăнпа Тимофеевсен çемйи хальхи тапхăрта пушшех кăтартуллă. Унашкал çынсем çинче тытăнса тăмалла районăн, республикăн, çĕршывăн. Çавăн чухне кăна унăн тĕрекĕ те,юратăвĕпе шанчăклăхĕ те пулĕ.

И.НИКИТИНА.

ХУШСА ÇЫРНИ, хаçат кăларăмне хатĕрленĕ хушăра çемье орденне тивĕçнĕ мăшăрсенчен пĕри - Валерий Павлович ТИМОФЕЕВ - чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Эпир район хыпарçине вулакансен ячĕпе унăн çемйипе пĕрле çакăншăн чунтан хурланни çинчен пĕлтеретпĕр.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика