Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçе пĕтĕмлетрĕç

15 января 2011 г.

Иртнĕ юнкун районти шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕнче вăй хуракан йĕрке хуралçисен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче милици ĕçченĕсем иртнĕ çулта тунă ĕçе пĕтĕмлетрĕç, çитменлĕхсене тата вĕсене пĕтермелли майсене палăртрĕç, ума çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ О. Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, район прокурорĕ Ю. Степанов тата хула, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Тĕп докладпа районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А. Антонов тухса калаçрĕ. Подразделенисен ертÿçисем те туса ирттернĕ ĕçпе паллаштарчĕç, ăна лайăхлатмалли майсем шырарĕç.

Канашлура сăмах ытларах профилактика ĕçĕ çинчен пычĕ. Шел те, йывăр йышши преступленисен шучĕ çултан-çул ÿсни сисĕнет. Căмахран, пĕлтĕр районта 6 çынна вĕлернĕ тĕслĕх пулнă (пĕлтĕрхи кăтарту - 3). Çынна хĕнесе хытă сусăрланисен хисепĕ те ÿснĕ ( кăçал 17 тĕслĕх, пĕлтĕр - 5). Çак ирсĕр ĕçсем ытларах çемьесенче пулса иртеççĕ. Апла пулсан, профилактика ĕçĕ чăхăмлани куçкĕрет. Участокри милици уполномоченнăйĕсен ку енĕпе тăрăшарах ĕçлемелле. Анчах вĕсем те ытти профилактика субъекчĕсен пулăшăвĕсĕр "аякка каяймĕç". Вырăнти влаç тытăмĕн представителĕсен, культура ĕçченĕсен, шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсен çемьесемпе (уйрăмах шанчăксăртараххисемпе) тачăрах ĕçлемелле, милици ĕçченĕсемпе "пĕр лав çинче ларса пымалла". Çакна уйрăмах Шупашкартан килнĕ хăна О. Яковлев палăртрĕ, хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене профилактика ĕçне лайăхрах кÿлĕнме чĕнсе каларĕ. "Эсир те криминаллă лару-тăрушăн пысăк явапра", - палăртрĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев участокри милици уполномоченнăйĕсемпе çыхăннă кадрсен проблемине çĕклерĕ. Вĕсем кунти çынсем пулни тата ялсенче пурăнни вырăнлăрах пулнине палăртрĕ вăл. Ку ыйтăва татса парассипе районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçисен тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсен тимлĕрех ĕçлемелле.

Канашлу ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех хаçатăн çитес кăларăмĕнче каласа кăтартăпăр.

И. ВАСИЛЬЕВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика