Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анатри Карапашра - çĕнĕ лавкка

15 января 2011 г.

Çанталăкĕ пит сивех мар пулин те пĕр шелсĕр вĕçтерекен çил-тăман пит-куçа пурпĕр чĕпĕткелет. Карапаш урамĕсене юртан тасатса ĕлкĕрме те йывăр мăн техникăна. †çĕ кăткăс пулин те çулĕсене уçмаллах, уйрăмах - Анатри Карапаш урамне илсе çитерекеннине. Унта сумлă хăнасем килсе çитмелле, ял халăхĕ пуçтарăнмалла. Сăлтавĕ пĕлтерĕшлĕ - Октябрьски райповĕ ялăн инçетри пайĕнче магазин уçать. Çак суту-илÿ точкине анатрикарапашсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ăна уçас тĕлĕшпе райпо пайщикĕсем малтанах наказпа Октябрьски потребобщество ертÿçисем патне тухнă. Вырăнти самоуправлени органĕсене суйлама кандидатсем тăратма тытăнсан Карапаш округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма кандидата тăнă райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов умне тахçанах шухăшлаттарнă ыйтăва тепĕр хут лартнă. Халĕ ĕнтĕ пайщиксем те, суйлавçăсем те кăмăллă, çĕнĕ çулăн пĕрремĕш эрнинче кĕтнĕ магазин хăйĕн алăкĕсене уçрĕ.

Вăл вырнаçнă вырăнта ĕлĕк кивĕ йывăç çурт кăна ларнă, теççĕ. Чăннипе, вăл йывăç çурта халĕ магазинри фотостенд çинче курма пулать. "Унчченхи тата хальхи сăн" - çапларах ят панă сăнÿкерчĕксен стендне. Хальхи сăн вăл - çĕнĕ, чаплă, пысăках мар суту-илÿ çурчĕ. Халăх ăна кăмăллани, хисеплесе йышăнни куçкĕрет пулчĕ магазин уçнă ятпа йĕркеленĕ уявра. Унта ял çыннисем йышлă пуçтарăнчĕç, ним çук çĕрте тенĕн кĕске вăхăтра çĕкленнĕ социаллă объектшăн питех те савăнчĕç. Çак йышра Хĕл Мучи те, Юр пике те, пĕчĕк юр пĕрчисем те тата район центрĕнчен килсе çитнĕ хăнасем, вырăнти ял хутлăх пуçлăхĕ Н. Алаев тата ыттисем те пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеевпа райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов хĕрлĕ хăйăва касса яриччен ял-йыш Çĕнĕ çул елки тавра карталанса савăнчĕ, юр пĕрчисем пулнă Т. Андреева, Т. Трепова, Ж. Ефремова илемлĕ сăвăсем вуларĕç, Хĕл Мучипе Юр пикерен парнесем илчĕç.

Ырă та ăшă сăмахсем каласа магазина уçса кĕнĕ хыççăн парнесем илнисен шучĕ тата та ÿсрĕ. Çĕнĕ магазинта пуçласа тавар туянакан район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев пулчĕ. Ун хыççăн тата 10 çын (Л. Енцова, О. Ефремова, Е. Енцов, Н. Алаева, Л. Оливанова, С. Максимова, Л. Енцова, Ю. Трепов, Т. Оливанова, Л. Тихонова) хăйсене кирлĕ тавар туяннă май магазинтан парнесемпе тухрĕç.

Палăртмалла, Карапашра ку суту-илÿ точки райпон иккĕмĕш объекчĕ пулчĕ. Ăна уçасси Анатри Карапашра пурăнакансене Тури Карапаш пайĕнчи магазина çитме кăткăссипе (çулĕ вăрăм пулнăран) çыхăннă пулнă. Çĕнĕ магазин Карапашра 2-3 уйăх хушшинче çĕкленчĕ.

И. АНДРЕЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика